Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗв (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗрача Сафрон Филиппович Филиппов мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне «утса тухма» тӗв тытнӑ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Пирӗн пиншер ентеш алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӗв турӗ.

Тысячи наших земляков приняли для себя решение защищать Отечество с оружием в руках.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Тӑван ялне ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитме тӗв тунӑ Арсени малтанхи планӗсене манса Вика хыҫҫӑн таплаттарать.

Help to translate

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Ашӗнче ҫеҫ: «Ҫук, Микула ачине хам хӗрача пек юратӑп. Ҫавӑнпа вӗсене пуш алӑпа ярас мар. Амӑшӗ урӑх шут. Май килнӗ чух унран кӑшт мӑшкӑлласа кулсан та ҫылӑх мар», — тесе тӗв турӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ахӑртнех, манран каҫса кайсах кулать пулӗ. Тӗлӗкре ӑна курни акӑ мӗне пӗлтерчӗ. Тул ҫутӑлсан эпӗ ирсӗр ӗҫ тунине пӗтӗм тӗнчипе пӗлӗҫ… Атӑла пуҫхӗрлӗ ярӑнмалла ҫеҫ… Ку пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ. Урӑхла май ҫук. Юрать-ха, тул ытлашшипех ҫутӑлса килмен. Никам та курас ҫук», — татӑклӑ тӗв турӗ Ҫтаппан.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пурри хӗрӗм валли юлтӑр. Хам кӗреҫепе те пуртӑпа туранӑ вӗлтӗрен е кӑшман ҫулҫинчен пӗҫернӗ яшкапа та пурӑнӑп», — тесе тӗв турӗ вӑл.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

«Пырас-и, пырас мар-и, — шутларӗ Ирина шӳтлеме-тӑрӑхлама тара кӗрешме те хирӗҫ мар Архипов виҫӗм кун вунулттӑмӗш хутра пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен аса илсе ӑна ыттисем умӗнче намӑс кӑтартасран вӑтанса. — Паян мар-тӑк, ыран пӗрех тӗл пулмалла. Халех курнӑҫни, тен, аван та», — тӗв турӗ хӗр.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ваҫиле вӗҫне ҫитичченех шӑп тӑма тӗв турӗ, ку ҫынсемпе калаҫни хӑвнах хаклӑрах пулса тухать.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те ҫапла тӗв турӗ:

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Никама та калас мар пуль, чӑтас», — ҫирӗппӗн тӗв турӗ пӗрремӗш хут юрату тыткӑнне ҫакланнӑ ҫамрӑк.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урӑх ача ҫуратмастпӑр тесе тӗв тӑваҫҫӗ вӗсем…

Help to translate

Тӑлӑх арӑм минтерӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хамӑр енчен ҫакна йӑлтах тума тӗв тытатпӑр.

Help to translate

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Атте-аннерен киле ҫитсенех ыйтса пӗлмелле-ха тесе тӗв турӑм.

Help to translate

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Кӑмака кивелсе ҫитнӗрен мӗнпур хӑватпа ӗҫлемен, ҫавӑнпа та ӑна улӑштарма тӗв тытнӑ та.

Help to translate

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ӗнине Ҫтаппан мучи, сӗт-турӑхран услам укҫипе пускилсенчен туяннипех ҫырлахӑнма тӗв тытса, Анук вербовкӑпа тухса кайсанах сутса янӑччӗ, каярахпа вара сысна та, сурӑх та ватлӑх ҫӗнейми хӗнлӗхе ҫаврӑнчӗҫ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Мӗншӗн тесен ку ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнчен ял Совечӗсенче, совхозсенче, МТС-сенче, ытти учрежденисенче архивсем тума тӗв тытнӑ, ӗҫе май уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ.

Help to translate

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Кӳлленчӗк урлӑ куҫ хупӑмрах каҫса ӳкме тӗв тытса, «мӗн пулса мӗн килӗ» терӗ те «лашине» тӳрех палӑртнӑ тӗлелле тытрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Микула хумханни кулӑшла туйӑннипе шӳтлеме тӗв турӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӗчченшер мар, районти мӗнпур мобилизовӑннӑя пулӑшмалла!» - тӗв тытнӑ вӑл.

Help to translate

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed