Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тарнӑ ҫынҫиенсем чӗрӗ юлнӑ пулсан, — терӗ вӑл, — вӗсене ҫил аяккалла, хӑйсен тӑшманӗсем пурӑннӑ ҫӗрелле, илсе кайнӑ, унта вӗсене ҫисе янӑ ӗнтӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Юрдан вара хӑех урам варринчен башибузуксене кӑшкӑрса тӑнӑ: «Перӗр! Мӗн тӑрмашса тӑратӑр тата? Хурахсене йышӑнмастпӑр хамӑр хулана, султан тӑшманӗсем кирлӗ мар пире!» — тесе кӑшкӑрса тӑнӑ, тет.
XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑйне минутсерен килсе ҫапас хӑрушлӑх пирки вӑл асне те илмерӗ, вӑл кунта таврӑннине юлташӗсем кӑна мар, тӑшманӗсем те пӗлсе тӑнине нимӗн те сисмерӗ-ха, пӗтӗм шӑпи те ҫак ыйтуран кӑна тытӑнса тӑрать-ҫке: хӑшӗсем маларах ҫитӗҫ-ши — тусӗсем-ши, тӑшманӗсем-ши?
XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бяла Черквара пулас пулсан вара унӑн тискер кайӑк пек пытансах пурӑнмалла пулӗччӗ, унта ӑна тӑшманӗсем те тытса пама пултараҫҫӗ, тепӗр тесен, унта ун нимӗн тумалли те ҫук.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн ӑшӗнче тулса ҫитнӗ хуйхи те, пӗтӗм асапӗ те, хӑй кураймасӑр тӑнӑ ытти тӑшманӗсем те пӗтӗмпе пӗр тӳлеме ҫыхӑнса капланчӗҫ.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Элеклӗ ҫӑварсем тем-тем хуша-хуша кӑларнӑ, хулари сӳпӗлтисемпе Огнянов тӑшманӗсем Рада ятне чӗлхерен вӗҫертмен.
XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Н. Г. Чернышевский тӑшманӗсем савӑнма пуҫланӑ; ӑна тӗрмене хупнӑ май революци юхӑмӗ пӗтсе ларӗ тесе шутланӑ, анчах патша правительствин Чернышевский «айӑпне» кӑтартса паракан документсем пулман.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Хуторти пуҫтах ача-пӑча — савнӑ чунсен хаяр тӑшманӗсем — хыҫранах чупса пынӑ, темӗн тӗрлӗ хуҫкаланса, ҫинҫе сасӑпа такмакланӑ:
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗлет патне кам та кам килсе сӑмсине чикет, ҫавсене пурне те совет влаҫӗн тӑшманӗсем тесе шутлатӑп!..Всех, кто сунется к амбару, объявляю врагами Советской власти!..
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна усал каласа вӑрҫмастӑп, кӳрентерместӗп, пӗтӗм тӗнчери революцие — пире пурне те, тӗнчери масштабпа унӑн тӑшманӗсем пулса тӑракансене, шак хытса кайичченех шӑнтса лартакан революцие — тӳсӗмлӗн кӗтсе пурӑнатӑп.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн тӑшманӗсем те, тусӗсем те ҫук, анчах паллакансем питӗ нумай.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйсен тӑшманӗсем машинӑран пӗрин хыҫҫӑн тепри сиксе тухнине халь вӗсем те курчӗҫ.и увидели, как из машины один за другим выскакивают их враги.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Фашистсем — хӑйсене ҫеҫ юратакан этемлӗх тӑшманӗсем…»
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем — унӑн тӑшманӗсем, каларӗ вӗт-ха паян Марья Васильевнӑна «Ҫав ҫынсемпе йӑлтах аптӑраса ҫитрӗм ӗнтӗ» тесе, «Вӗсем мана ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ», тенӗччӗ вӑл.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
II-А-1 отделра коммунистсен чи хаяр та усал тӑшманӗсем вырӑнӗнче виҫӗ ҫын шутланнӑ, вӗсем «шалти тӑшманпа кӗрешес ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» хура-шурӑ-хӗрлӗ хӑюсем ҫакса ҫӳреҫҫӗ.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Нимӗҫ пӑрҫи /бобы/, календула, импӗр, бархатцы — ҫаксем те нематодӑн тӑшманӗсем.
Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Вара вӗсем пӗлӗт ҫинче тӳпене ҫӗкленчӗҫ, тӑшманӗсем вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗҫ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Нумайӑшӗ Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек пурӑнать — вӗсем ҫинчен эпӗ сире тӑтӑшах калаттӑмччӗ, халӗ ӗнтӗ куҫҫулӗпе йӗрсе калатӑп: 19. вӗсем пӗтӗҫ, вӗсенӗн турри — хырӑм, вӗсем намӑс ӗҫпе мухтанаҫҫӗ: вӗсене ҫӗр ҫинчи анчах шухӑшлаттарать.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ырӑ Хыпара йышӑнмасӑр вӗсем сирӗншӗн Турӑ тӑшманӗсем пулчӗҫ; анчах та Турӑ суйласа илнӗскерсем, вӗсем ашшӗсене пула Туррӑн юратнӑ ҫыннисем пулаҫҫӗ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кашни хуланӑн пуҫлӑхӗсем вӗсене пурне те пӗрле хаяррӑн, пӗр хӗрхенмесӗр кӑлара-кӑлара янӑ, ҫак хӑрушла тавӑрӑва курса, пӗтӗм халӑх епле асапланнине пӑхса тӑрса, пурӑнӑҫра улӑшу пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа, иудейсен тӑшманӗсем те хӑшӗ-хӑшӗ вӗсене ҫапла усаллӑн хӑваласа янӑшӑн хурланса йӗнӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.