Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсланкӑ the word is in our database.
тӑсланкӑ (тĕпĕ: тӑсланкӑ) more information about the word form can be found here.
Питех те пысӑк пулнӑран ҫынсем ӑна тӑсланкӑ тенӗ, час-часах: — Тӑсланкӑ, эсӗ хӑвӑн ҫур ӗмӗрне мӑлатукпа шаккаса ирттеретӗн, хӑвна валли ҫаплах арӑм ӗҫлесе илейместӗн-и-ха? — тесе ыйтнӑ.

За огромный рост его прозвали долговязым и нередко спрашивали: — Долговязый, ты полжизни стучишь молотом. Неужели еще жены себе не заработал?

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Леш эсрел шалчисем, хапха юпи евӗр тӑсланкӑ тӑрнаккайсем, тем тесен те килсе тухаҫҫех ҫакӑнта.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уртем, хӑрушшӑн йӑлтӑртатакан куҫӗпе тӑсланкӑ шофера пӑраласа, лешӗ чулпа ҫапасран шикленмесӗр таплаттарса, ун патне васкамасӑр утса пырать.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урапакассинчи тӑсланкӑ Юкур ҫӑварне йӑва ҫавӑрнӑ чакак магазинта пӑр кӑна вӗҫсе тухать ҫӑвартан.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен тӑсланкӑ шофер нӑйӑлтатни хӑлхана канӑҫ памастчӗ.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен пуҫне ҫӗклет, медсестра хаваслӑн кулкаласа тӑнине курать, куҫ умӗнчен кайма пӗлмен тӑсланкӑ шофер тин сирӗлет вара.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача ашшӗ, больницӑн тулти пӳлӗмӗнче пӗрре ларса та, тепре тӑрса та, пӗрре утса та, тепре юпа пек хытса та пӑхаканскер, хӑйне валли вырӑн тупаймасӑр, тӑсланкӑ шофер сӑнне куҫӗ умӗнчен хӑваласа яма тӑрӑшать.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Магазин алӑкӗ ӳсӗр саслӑн чӗриклетсе уҫӑлать те, тӑсланкӑ шофер, «юбкӑай хурчӗ» урмӑшса пырса кӗрет.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эсӗ, хӑйматлӑх атте, хӑвах сӑйла-ха, — Маруҫ Левенпе тӑсланкӑ шофер енне вӗлт-вӗлт пӑха-пӑха илет.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вӗсем — пирӗн колхоз тӳпи, апла-тӑк вӑрманти ҫӳп-ҫапа шӑлса тухса кайма та ирӗк пур пирӗн, — колхоз ӗҫченӗсенчен асли, тӑсланкӑ та типшӗм этем, малти ҫутӑ шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, йӗкӗлтешсе илет.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сарлака туталлӑ, сайра шӑллӑ, куктӗрриллӗ, арҫынларах сӑнлӑ Улька тӑсланкӑ Ҫтаппан ҫумӗнче ҫинҫе урисемпе танкӑлтатса пырать ав.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Арӑмна мӗн тесе суйрӑн укҫасӑр таврӑнсан? — ыйтрӗ леш тӑсланкӑ каччах.

Help to translate

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Санӑн тиллӳ… унӑн хӑлхисем… вӗсенче кӑштах мӑйрака ӗренки палӑрать… тата вӗсем ытлашши тӑсланкӑ!

— А у лисицы твоей уши… точно рога! И какие длинные!

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗри — тӑсланкӑ та вӑрӑм мӑйлӑскер.

Help to translate

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ой, ӑнсӑртран, — кукӑр шӑлӗсене ерсе кулчӗ тӑсланкӑ Георгий.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӑвакарнӑ ҫеҫ мар — лутра Энтрейӗн пуҫӗ шӑтнӑ, тӑсланкӑ Унтрейӑн сылтӑм ури сусӑрӑлнӑ (ҫӳлтерехрен ҫапайман ӗнтӗ лутра Энтрей, пӗвӗ ҫитмен…).

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ку — пирӗн сад, эп ӑна пӗр тӑсланкӑ та юлхав поэтран чӗрӗк хакпах илтӗм.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хӑй умӗнчи тӑсланкӑ салтака касса пӑрахса ҫул уҫас тенӗччӗ вӑл.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, иртнӗ кунхи пӗр ҫапӑҫура эпир Андрей Пономаревпа тӑсланкӑ та выҫкӑн фашистсене сахалтан та пӗр вуннӑшне тирпейлерӗмӗр, атакине сирсе ывӑтнӑ хыҫҫӑн фашистсене хӑйсене атакӑларӑмӑр.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хайхи тӑсланкӑ фашист чеескер, пӗр чултан тепӗр чул патне шӑвӑнса пырса, ҫӳле, Левенчук выртнӑ окоп патнех, ҫӗкленчӗ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed