Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшни (тĕпĕ: тӑрӑш) more information about the word form can be found here.
7. Эсир Ҫӳлхуҫаран хӑрасах тӑрӑр: асӑрханса ӗҫлӗр — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн тӗрӗс марри те, юрама тӑрӑшни те, ҫын укҫине хапсӑнасси те ҫук, тенӗ.

7. Итак да будет страх Господень на вас: действуйте осмотрительно, ибо нет у Господа Бога нашего неправды, ни лицеприятия, ни мздоимства.

2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ку чун ыйтни те, хваттер туянас тесе укҫа ытларах ӗҫлесе илме тӑрӑшни те.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Халӗ кашни хуҫа хӑйӗн командипе мухтанма тӑрӑшни ҫинчен вӗҫӗмсӗрех илтетпӗр-ха.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Чӑваш эстрадине ҫӗнетес, вӑйлатас тесе тӑрӑшни курӑнмасть хальлӗхе.

Help to translate

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пирӗн килӗшӳ вӑрттӑнлӑхӗ — пӗрне-пӗри яланах ӑнланма тӑрӑшни, — кӑна ҫирӗплетсех каларӗ шур сухал.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пурте пӗр пек мар иккен, пӗри воспитатель мӗн туса кӑтартнине лӑпкӑн пурнӑҫлать пулсан, тепри ашкӑнма тӑрӑшни палӑрать.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Татьяна Николаевнӑпа Николай Васильевич Узалуковсем ҫӗр ҫинчи икӗ тӑлӑх ачана хӑйсен хӳтлӗхне илни, вӗсене кирлӗ пек воспитани пани, тӗпренчӗкӗсем сывӑ та тӗреклӗ ӳсчӗр тесе питӗ нумай-нумай тӑрӑшни... ачасем калашле, вӗсемшӗн чи-чи юратнӑ ҫынсем пулни — сӑваплӑ та, патшалӑх умӗнче пархатарлӑ та.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Кашни кунах тӑрӑшни сая каймарӗ, хапха умӗнче Собор мӑнаҫлӑн курӑнчӗ, - терӗ ӗҫӗпе паллаштарса Геннадий Егорович.

Каждодневный труд не пропал даром, Собор возле ворот смотрелся величаво, - говорит знакомя работой Геннадий Егорович

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed