Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Енчен те ҫитмесен, — кӑшт тӑрӑхласарах ыйтрӗ Архипов.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Чемее зооцирк куҫса килнӗ-им? — тӑрӑхласарах ыйтать шофер.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
— Чи лайӑх бригадир тенӗ ҫын хӑйӗн ятне хӑех нихӑш енчен палӑрми-курӑнми вараласа хурсан? — тӑрӑхласарах ыйтрӗ Пруткин.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрӑхласарах калаҫни Микулан мӑнаҫлӑхне тиврӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Малтан тӑрӑхласарах каланӑ пек туйӑнатчӗ ӗнтӗ, ахальтен мар иккӗшӗ те кӑштах кӳреннӗччӗ, анчах каярахпа майӗпенех хӑнӑхрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Хӑшне-пӗрне тӳрех пӗлеетӗн, — терӗ вӑл хуравӗ пирки кӑштах шухӑшласа ларсан хӑйӗнпе тӑрӑхласарах пуплекен ҫулташне.— Некоторых узнаешь скоро, — задумчиво сообщил он своей, слегка потешающейся про себя, компаньонке.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗсене — ял ӗҫченӗсене халалланисене, хӗрӳ юрату ҫинчен шӑрантарнисене, шӳтлесе те тӑрӑхласарах ҫырнисене, ача-пӑчана парнеленисене тата ыттисене те пӗр такӑнмасӑр каласа пама пултаратчӗ.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр тапӑнчӗҫ, ун ҫинчен тем тӗрлӗ элек сарчӗҫ пулин те, вӑл кун ҫине тӳсӗмлӗн те тӑрӑхласарах ҫеҫ пӑхрӗ, ҫакӑ вара юлташӗсене тӗлӗнтерчӗ те.Его равнодушно-насмешливое отношение к бесчисленным нападкам и клеветам даже удивляло товарищей.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл сулахай куҫне хӗссе, тӑрӑхласарах пӑхрӗ, ҫӑмламас куҫхаршине ҫӗклерӗ.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тавлашу мӗн пирки пынине вӑл япӑх ӑнланнӑ, вара, Якова сӑнаса тӑрса, ывӑлӗ хӑйӗн ҫӳлти тути ҫинчи сарӑрах мамӑка шӑлкаланине, хӑй тӑрӑхласарах кулнине пытарма тӑрӑшни ҫине кӑмӑллӑн пӑхнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрпа Никита ҫине вӑл темле ҫилленерех, тӑрӑхласарах пӑхма пуҫларӗ.В его отношении к Петру и Никите явилось что-то нехорошее, насмешливое.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
…Кашни кун, хӗвел тухнӑ чухне, кӗтӳҫӗ, хурӑн хуппинчен тунӑ вӑрӑм шӑхличне кичеммӗн каласа, кӗтӳ пухнӑ вӑхӑтра юханшыв леш енче пуртӑ сассисем илтӗнме пуҫлаҫҫӗ, хулари ҫынсем вара, ӗнесене урама хӑваласа тухса, пӗр-пӗринпе тӑрӑхласарах калаҫаҫҫӗ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Каҫару ыйтатӑп ку лайӑх ҫынсенчен, — хушса хучӗ Гаррис тӑрӑхласарах кӑнтӑр штатсенчи американецсем негрсемпе калаҫнӑ пек.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Аялалла усӑнтарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗпе Ильинична вӑл сасӑсӑр кулкаланине, унтан тата унӑн кӑшт тӑрӑхласарах пӑхакан кӑвакрах куҫ шуррисене курать…Из-под опущенных ресниц она видит его улыбку и голубые белки усмешливых глаз…
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пулса иртнӗ пӑтӑрмаха сӑмах чӗнмесӗр, тӑрӑхласарах сӑнаса ларнӑ Сулин сотник допрос протоколне чӗркесе тытрӗ, кӑмӑла килмелле селӗппӗн каларӗ:
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Евгений Турхан умсӑмахра романа Михаил Шолохов романӗнчен пӗрре те кая мар, вырӑн-вырӑн вӑйлӑрах та тени тӑрӑхласарах каланӑ пек туйӑнчӗ.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Саня сӗтел ҫине ларнӑ пек сӗвенерех тӑрать, тӗрлӗрен сӑн-сӑпат ӳкерем пек тӑвать, хӑй вара васкаварлӑн та йӑрӑ ҫӳрет урай тӑрӑх, ҫӳҫне казакла тураса янӑ, тӗттӗмрех куҫӗсем тӑрӑхласарах пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1