Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хӑлхи инҫетре моторсем кӗрленине те, пуҫ тӑрринче тӑри юрланине те илтнӗ пулсан та, унӑн куҫӗ ҫутӑ-сарӑ тырӑ пуссисенче питӗ илемлӗн курӑнакан комбайнсене те, вырнӑ тырӑ пуссинче саплӑксем пек ларакан ҫӗмелсене те, тырӑ куписемлӗ йӗтемсене те курнӑ пулсан та, — вӑл нимӗн те итлемен, ниме те курман, унӑн пуҫӗ пачах урӑххи ҫинчен шухӑшланӑ, Бригада станӗсенче е уй-хирте хӑй колхозниксемпе епле калаҫнине, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче кӗпе айӗнче выртакан ҫыру ҫине ҫынсем епле алӑ пуснине халех курас килнӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ҫул хӗрринчи ҫумӑр тумламӗсемпе шерепеленнӗ хытхура ҫине, пысӑк та симӗс хупах ҫулҫи ҫине пӑхать пулсан та, Соньӑна, унӑн йӗпеннӗ те мӑнкӑмӑллӑ питне, унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх чупа-чупа анакан куҫҫуль тумламӗсене курать: вӑл таҫта тӳпере пӗр вырӑнта вӗҫсе тӑракан тӑри юрланине итлет, анчах Соня сассине илтет…
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӑри чӗпписене вара курас килетчӗ!
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шӑнкӑрч вӗлли тӑрринче пӗчӗк пуҫне каҫӑртса хунӑ хуп-хура тӑри тӑрлаттарсах юррине шӑратать.На крыше скворешни выщелкивал, запрокинув голову, вороной жаворонок.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ирхи тӑри кӑмӑла хумхатмалла тӑрлатни те, виҫӗ кӗтеслӗн карталанса вӗҫсе иртекен тӑрнасен ушкӑнӗ хайӗн шӗвӗр кӗтесӗпе пӗр пӗлӗтсӗр янкӑр уҫӑ тӳпене чӑмса кӗрсе пынӑҫемӗн кӗвик-кӗвик тесе чуна илӗртмелле йыхӑрса кӑшкӑрни кӑна илтӗнет.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗр пичӗ ешӗл симӗс пуставпа витӗнчӗ, тӑри те тӳпере, ункӑ пек авкаланса, пӗр вӗҫӗмсӗр юрӑ шӑратса тӑчӗ, уй-хиртен вара ӑшӑ та ырӑ шӑршӑ вӗрсе тӑчӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Карӑш пек картлатма, вӗлтӗрен тӑри пек чӗриклетме те пӗлетӗн-и?
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мартра тӑри ашӗ пӗҫерсе хатӗрлерӗҫ, апрельте унӑн чӳречисенчи иккӗмӗш рамисене илчӗҫ те: Нева тапранчӗ, ҫуркунне ҫитрӗ, тесе пӗлтерчӗҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем ҫуркунне пуҫлансанах тӑри пӗҫерсе ҫимесен, ҫуркуннене пӗлесшӗн те мар, унсӑрӑн лӑпланмаҫҫӗ те.Они отступятся от весны, знать ее не захотят, если не испекут в начале ее жаворонка.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӳлте-ҫӳлте тӑри юрри илтӗннӗ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑрман шӑпах, уҫланкӑ ҫинче тӑри юрри янрать, улатаккасем йывӑҫ вуллине шаккаҫҫӗ, касса янӑ хырсен усӑннӑ тураттисем хушшинче вӗҫкелесе кӑсӑясем ҫилессӗн чӗнклетеҫҫӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑнтӑр хӗвелӗ пуҫ ҫинчех ҫутатса тӑрать, смалапа хыр лӑссисен шӑрши кӗрет, ирӗлекен юр нӳрекӗ ҫапать, таҫта ҫӳлте, ӑшӑнса ҫитмен ҫӗртен инҫетре, каҫса кайсах тӑри хӑйӗн пӗр евӗрлӗ ҫӑмӑл юррине шӑратать.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Тӑри юррипе вӑраннӑ эпир. Шел, халӗ хир кайӑкӗн сасси илтӗнмест», — ачалӑхри хаваслӑх таврӑнни те палӑрать «Кӗр мӑнтӑрӗ» сӑвӑсен кӗнеке авторӗн, 9-мӗш класрах Ҫемен Эреш поэт пулса тӑнӑскерӗн, ҫав вӑхӑтрах халӑх тӑван ҫӗртен сивӗннӗшӗн пӑшӑрханни те.
Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№
Чӑваш юрринче таса пӗлӗт ҫумӗнчи тӑри юрри илтӗнӗ.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Тӑри те сас памасӑр чӑтаймасть, ҫуркуннехи чухлех савӑккӑн мар пулин те юрласа ярать.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
Тӑри юррине савӑнса итлетчӗ.
Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Хӗрача кӑштах асне илсе тӑчӗ, тем мӑкӑртатас пек тути хускалкаларӗ, унтан янравлӑ та ҫинҫе, таса сасӑпа ир кӳлӗм ҫӳлте тӑри юрланӑ пек каласа та хучӗ:
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.