Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑракансем (тĕпĕ: тӑракан) more information about the word form can be found here.
«Патриотсем» хӑйсене майлисене пухнӑ, темиҫе ҫула пӳлсе хунӑ, ҫапла вара пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракансем Уилмингтонран 30 ҫухрӑмри Мурс-Крик юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патӗнче тӗл пулнӑ.

«Патриоты» мобилизовали своих сторонников, перекрыли несколько дорог, и в итоге противники встретились у моста через реку Мурс-Крик в 30 километрах от Уилмингтона.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

Плаки те ҫав шӑкӑр-макӑрсене хуралта тӑракансем умӗнче чарса тӑратрӗ, рапорт пачӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ӗҫлеме чарӑнса пӑхса тӑракансем ахӑрса кулса ячӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтрӗмӗр! — курса тӑракансем арҫурирен хӑранӑ пекех тӗрлетсе чупрӗҫ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана шанмасӑр тӑракансем те тупӑнӗҫ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Курса тӑракансем пушшех вӑйлӑ шавлама тапратрӗҫ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Милици сержанчӗсем курӑнса кайрӗҫ те, мана хирӗҫ тӑракансем: — Каярах килӗпӗр, хатӗр тӑр, — тесе тӗттӗмре вӑр-вар ҫухалчӗҫ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хӗл варрисенче эпир, стройбатра хӗсметре тӑракансем, хваттерсем тӑваттӑмӑр.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

— Каҫхи ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракансем пур-и сирӗн? — ыйтрӗ Оксана крановщица, анчах темшӗн пурте кулса ячӗҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӑкӑр ҫитӗнтерсе тӑракансем вӗсем вӑрҫӑ тӑршшӗпе те пӗр пӗрчӗ тырӑ та илмен.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешсем аптраса тӑракансем хирӗҫ пулмарӗҫ.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хамӑр ентешсен паттӑрла ӗҫӗсем, пӗрре чӗнсенех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑракансем.

Героические подвиги наших земляков, по первому зову встающие на защиту Родины.

Пишпӳлек районӗн пуҫлӑхӗ Республика кунӗпе саламлани // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/news/uyavsem/2023-10- ... em-3474063

Ҫавӑнтах мана ҫав кулӑша каласа кӑтартать — халь ӑна пурте пӗлеҫҫӗ: фронтра пӗр командир питӗ шӑппӑн темле ниме пӗлтермен сӑмах каланӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара ҫав ниме тӑман сӑмаха ӑна пӑхӑнса тӑракансем те ун пекех шӑппӑн калама тытӑннӑ — темле питӗ паллӑ ҫар вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен каланӑ пек.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тӳррӗн те хӑюллӑн калаҫнӑ: ку сӑвӑсенче пуринче те суялӑх нумай, вӗсенче чун, чӑн-чӑн этем чунӗ ҫук, вӗсене редакторсем ҫине пӑха-пӑха илсе ҫырнӑ, анчах лешсене те ку сӑвӑсем килӗшмеҫҫӗ-ха, ку сӑвӑсене вӗсем те хӑйсенчен ҫӳлтерех тӑракансем ҫине пӑха-пӑха пичетлеҫҫӗ, тенӗ.

Help to translate

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халӗ вӑл хӑйне хӑй унпа темле хаяррӑн шӳт туса илнӗ пек, хӑйне ача вӑййинчи пек куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса малалла уттарнӑ пек, унтан курса тӑракансем ахӑлтатса кулнӑ май куҫӗсене салтнӑ хыҫҫӑн хӑй тӳрккессӗн тата каймалли ҫӗрелле мар, пачах урӑх еннелле утнине ӑнланнӑ пек туйрӗ.

Help to translate

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Володя юнашарти сухаллӑ ҫынна хӑйӗн рюкзакне асӑрхама ыйтрӗ те выртакансем урлӑ асӑрханса каҫа-каҫа, ларакансемпе тӑракансем тӗлӗнчен пӑрӑнса иртсе, палуба тӑрӑх малалла пыра пуҫларӗ.

Help to translate

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тискер чӗрчун килти выльӑх ҫине тапӑннине курса тӑракансем ҫак хӑрушӑ пулӑма камера ҫине ӳкернӗ.

Help to translate

Упа кӗтӳри ӗне ҫине тапӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... nn-3428546

Чӑвашла кӗнекесем кӑларасси ҫӑмӑл пулман, влаҫра тӑракансем ку ӗҫе ырламан.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ӗлӗк ҫак чул татӑкӗ евӗр утрав ҫинче техникӑна пӑхса тӑракансем пурӑннӑ, вӗсем пӗр-пӗрне ылмаштарса улшӑнса тӑнӑ.

Раньше на этом труднодоступном острове-скале жили смотрители, которые занимались техническим обслуживанием маяка и поочередно сменяли друг друга.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Ҫав вӑхӑтрах хаҫат-журнал урлӑ округ, республика, Раҫҫей шайӗнчи хыпарсене пӗлсе тӑракансем те чылай.

Help to translate

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed