Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпӑртатса (тĕпĕ: тӑпӑртат) more information about the word form can be found here.
Коридорта темле арҫынпа Павел Урхамахов тӑпӑртатса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ташӑ кӗвви каланӑ чухне вӑл хӑй те чӑтса лараймасть, сике-сике тӑрать те пӗр вырӑнта тӑпӑртатса илет, купӑсне пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла, унтан пуҫӗ тӑрнелле ывӑтса вылянтарать.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗр вырӑнта тӑпӑртатса илчӗ:

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Нюҫҫа Ваҫиле умне пырса икӗ хутчен тӑпӑртатса илчӗ, анчах та юлташӗ ташша тухас темерӗ, ҫакӑ кӳрентерчӗ ӑна.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Авӑ тахӑшӗ тӑпӑртатса ҫаврӑнать.

Help to translate

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Мӗн шуйттанӗ тӑпӑртатса тӑрать ҫак? Стой! Стой! На место!» — ҫухрашрӗ вӑл.

Help to translate

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла ниҫта кайса кӗрейми хӗпӗртесе, урисемпе чечетка ташланӑ пек тӑпӑртатса кӑшкӑрма пултараҫҫӗ манӑн хӑшпӗр туссем ҫак калав ятне вуласанах.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Плащне хӗр ҫӳҫенсе, тӑпӑртатса, хыттӑн калаҫса тӑхӑнчӗ:

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ун патне Улькка тӑпӑртатса пычӗ:

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мирун пиччепе Мӗтри те халь-халь грузовик е урӑх мӗнле те пулин машина тупӑнать-и тесе ҫул юппинче пӗр сехет майлах тӑпӑртатса тӑчӗҫ.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Чим-ха, чим-ха, ҫав грузовик кунталла пӑрӑнать мар-и? — канӑҫсӑррӑн тӑпӑртатса илчӗ хӑй.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Таврара сарӑ, сапӑр кӗр саркаланса хуҫаланатчӗ, тӑпӑртатса ташлатчӗ, хӑйӗн кӗске ӗмӗрне шеллесе, куҫҫульленкелесе те илетчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вакуна хирӗҫле, платформа урлӑ тепӗр енче, икӗ «ГАЗ-51» «тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртатса, пуҫӗсене ухкаласа тӑраҫҫӗ».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сарай ҫывӑхӗнче урлӑ-пирлӗ сӑрланӑ, мӑйракаллӑ, тимӗрленӗ хыҫлӑ-кӳмеллӗ ҫунасем кӳлнӗ, шерепеллӗ, йӗс тӳмеллӗ, йӗс ункӑллӑ кутлӑх тӑхӑнтартнӑ тӑватӑ ӑйӑр тӑпӑртатса, пуҫне уха-уха тӑрать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑпӑртӑк, тӑпӑртӑк тӑпӑртатса та илчӗҫ хӑшӗсем.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сирӗн, вӗренекенсен, вырӑнта тӑпӑртатса тӑмалла мар.

Вы, ученики, не должны стоять на месте.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакна илтсен, Поля урсах кайрӗ, ҫӑварӗнчи пирусне кӑларса печӗ, упӑшки умне ташланӑ пек тӑпӑртатса, чӑмӑрӗсене хытарса пычӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑна хирӗҫ хула енчен юлан утпа та, ҫуран та Тукайпа Акпарс тӗкӗрҫисем капланса тухрӗҫ, Япанча ҫарӗ ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет Ятламаса палласа илнӗ хыҫҫӑн йӑлтах ҫунатланса кайрӗ, ун умӗнче ӗрӗхсе каяс ут евӗр тӑпӑртатса кӑна тӑчӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ташла пӗлмен ҫӗртен тӑпӑртатса илет.

Не умея плясать, он пытается выбить дробь ногами.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed