Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнӑҫлӑхра (тĕпĕ: тӑнӑҫлӑх) more information about the word form can be found here.
Хӗвел тухӑҫнелле тата кӑнтӑралла кӗтеслӗн вырнаҫнӑ пӳлӗмсенчен хӗвел пайӑркисем кунӗпех татӑлмаҫҫӗ, ҫавна пула сӗм авалхи ҫак тӑнӑҫлӑхра тахҫанах ирӗлсе ҫухалнӑ ҫулсен иксӗлми, ӗмӗр-ӗмӗрлӗх ҫӗнӗ хӗвел таппипе ҫутӑ килӗштерсе пурӑнаслӑх тулсах ларнӑ.

Из комнат, расположенных под углом к востоку и югу, весь день не уходили солнечные лучи, отчего этот ветхозаветный покой был полон светлого примирения давно прошедших лет с неиссякаемым, вечно новым солнечным пульсом.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӑнӑхнӑ вырӑнсене пӑрахса халиччен курман-пулман кӗтессене, ҫӗнӗ ҫӗре хӑпса тухнӑ чӑвашсен авалхи хурлӑхӗпе тата пирӗн вӑхӑтри ӑш вӗҫнӗ йӗкӗтӗн сӑмаххисемпе ҫав кӗвве май вӗр-ҫӗнӗллелнӗскер вӑл — чуна пушшех те тӑвӑнчӑк кӗртсе — кумать, хӗвӗшет, пӗтӗрӗнет ирхи тӑнӑҫлӑхра, хут-купӑс хуҫин нимпе лӑплантарсан та лӑпланайми хуйхи-хыпӑнчӑкӗ пирки анлӑн та ҫилӗллӗн калать.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уявра Канаш епархийӗн 4 округӗн благочиннӑйӗ, Елчӗкри Александр Невский чиркӳн настоятелӗ Александр Сенькин протоиерей саламларӗ, пурне те тӑнӑҫлӑхра тата килӗшӳре ӗҫлесе пурӑнма сунчӗ.

На празднике поздравил благочинный 4 округа Канашской епархии, настоятель церкви Александра Невского протоиерей Александр Сенькин и пожелал всем мира и согласия.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed