Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑни (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Пурнӑҫ манӑн ун чухне хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ пек ҫуталса кайнӑччӗ, анчах вӑхӑт иртет, вӑхӑт шӑвать, хамӑн телее ӗмӗрӗпех ҫемьере кӑна, сана юратнинче кӑна курса тӑни пӗчӗк япала пек туйӑна пуҫларӗ мана.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тен, вӗсене ытла тӑруках тупайман та пулӗччӗ-и. Кунта Демахин аслӑ лейтенант ҫак районри пур ашкӑнакан-иртӗнекен ҫынсене лайӑх пӗлсе тӑни пулӑшнӑ.

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Халь ӗнтӗ тахӑшӗ ӑна шал енчен тӗксе тӑни паллӑ пулнӑ.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑрман хыҫӗнчи ҫул хӗрринче кам та пулин курӑнмасть-и тесе айккалла-майккалла пӑхса тӑни те усӑсӑр, мӗншӗн тесен кунта машинӑсем те, ҫынсем те асра-тӗсре ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Уй варринче тӑни ӑна питех кулянтармасть.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл нормӑна пӑхнинчен пӗр минут ытларах тӑни те патшалӑха пиншер тенкӗлӗх тӑкак кӳрет, — хӗрсе кайсах каларӑм эпӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫине тӑни, тӑрӑшса ӗҫлени пуринчен те ирттерӗҫ.

Упорство и труд все перетрут на этой неделе.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унччен тӑрӑшни, ҫине тӑни халӗ «ҫимӗҫне» парӗ.

Все усилия, которые вы приложили, все ваши старания окупаются уже сейчас.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Произведенири персонажсене вырнаҫтарса тухни, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни, произведенири, персонажсен чӗлхинчи детальсем, композици меслечӗсем автора кирлӗ шухӑшсене калама пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫавӑнпа литературӑра вӑтам ҫулпа пырас пулать: формӑшӑн анчах тӑни те, ӑш-чикӗшӗн анчах тӑни те тӗрӗс мар.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ун патӗнче хӑна пулни, ывӑлне ят хуни, хӑй пӗчӗк Упан аталӑхӗ пулса тӑни аса килчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тыткӑнрисем ҫапла нимрен те хӑрамасӑр хӑйне хирӗҫ тӑни ӑна чӑнласах та аптратма тытӑнчӗ пулас.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑраскере ӑна тем кӗтсе тӑни килӗшмерӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, ялта салтаксем тӑни вӗсене хӑратрӗ пулас.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх чухӑн ҫынсене, ӗҫлекенсене пурне те юратакан патька-патша ҫинчен, вӑл Атӑл урлӑ каҫнӑ кунхинех тин ҫуралнӑ пӗчӗк чӑваша ят хуни, унӑн аталӑхӗ пулса тӑни ҫинчен ҫӗр ҫунатлӑ асамлӑ кайӑк пек ырӑ хыпар ҫав тери хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арманҫӑ ывӑлӗ ашшӗне шыракансем хыҫҫӑн йӗре-йӗре чупса ҫӳрерӗ, арҫынсене ашшӗ ӑҫта тӑни ҫинчен кала-кала кӑтартрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта ҫӗрле те тӗттӗмленменни, шупка ҫутӑ тӑни тарӑхтарчӗ те ӑна.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ форумӗн старчӗ Телей кунӗпе тӳр килсе тӑни те ӑнсӑртран мар пулӗ, апла пулсан, ӳлӗмрен тата та лайӑхрах мероприятисем пурнӑҫа кӗрсе пырассине шансах тӑрасса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Ҫав енченех сывлава пӳлсе хуплакан вӗри сывлӑш кӳлетсе тӑни палӑрчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӑл пуҫне тӳррӗн тытса йӗркеленсе ларчӗ, унтан пуҫне каллех ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пӗлӗте тӗпчевлӗн, ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр сӑнама пуҫларӗ: пӗр тӗлте, шӗвек пӑс евӗрлӗ тӑтӑш йӑс-пӑс пӗлӗт ситреленсе татӑлнӑ вырӑнта, тӳпе тутӑхнӑ пӑхӑр пӗрчисем тӗслӗ пӑт-пат шултра ҫӑлтӑрсемпе ҫуталкаласа тӑни курӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed