Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак тусем хушшинче юнна тӑкман пулсан, вӗсене юратмастӑн пулсан, вӗсем саншӑн пурте пӗр пекех курӑнаҫҫӗ, эсӗ Горганы тӑвне Ҫӳлӗ Бескид тӑвӗнчен, Говерло тӑвне Поп Иван тӑвӗнчен, Маковец тӑвне Петрос тӑвӗнчен уйӑрса илеймен.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мальчин сӑмсахӗ патӗнчи ӗҫе пӗтерсен, кансӗр ҫул тӑрӑх кайса лашасене ӗшентерес мар тенипе, эпир Сюрюкай тӑвӗнчен ҫурҫӗр еннерех ҫул тытрӑмӑр, Коктебельпе Отуза хушшинчи шоссе ҫулӗ урлӑ питӗ ӑнӑҫлӑ каҫрӑмӑр, вара тусен хушшине кӗрсе кайрӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унтан, юнкун, 15-мӗш числара, эпир ҫӗр айӗнче ҫитмӗл километр тарӑнӑшӗнче, Снеффельс тӑвӗнчен 200 километр аялта пултӑмӑр.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл Бяла Черкваран хӗвелтухӑҫнелле утрӗ те Балкан тӑвӗнчен темӗн чухлӗ кӗрленкӗпе шавласа-кӗрлесе анакан шыв патне ҫитрӗ.
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӑна хӑйне панӑ ҫӗр ҫинче — Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулинче — пытарнӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене — 17. Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак сӑмахсем вӗсем Моисей пӗтӗм Израиль халӑхне каланӑ сӑмахсем: кӑна вӑл Иордан леш енчи Суфпа тӗлме-тӗл тӳремлӗхри пушхирте, Фаранпа Тофел, Лаван, Асироф тата Дизагав хушшинче, 2. Хорив тӑвӗ патӗнчен вунпӗр кун кайсассӑн, Сеир тӑвӗнчен Кадес-Варни патнелле выртакан ҫул ҫинче чарӑнса тӑрсассӑн каланӑ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1