Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Хамӑн мӗнпур тӑвӑм тӑрӑх ӑна хирӗҫ хӗҫ йыхӑрӑп: кашнийӗ хӑйӗн тӑванне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче ҫеҫ, Израиль ҫӗрӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫинче ҫеҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗн — ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ вӗсем, пурте, кашни ҫын таранччен — Мана ҫавӑнта пуҫҫапмалла; Эпӗ вӗсене кӑмӑллӑн йышӑнӑп; Эпӗ унта сирӗнтен парнесем, малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсемпе пӗтӗм таса япалӑрсене ыйтӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем сирӗн тӑванӑрсене — халӑхсем хушшинче пурӑнаканскерсене — лашасемпе урапасем ҫинче, ҫӗклевӗҫсемпе вӑкӑрсем ҫинче, хӑвӑрт ҫӳрекен тӗвесем ҫинче илсе пырса Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине, Иерусалима, илсе ҫитерӗҫ, ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне пекех пулӗ, ку ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне таса савӑтра парне кӳрсе панӑ пекех пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кашкӑрпа путек пӗрле ҫисе ҫӳрӗҫ, арӑслан, вӑкӑр пек, улӑм ҫийӗ, ҫӗленшӗн вара тӑпра ҫимелли ҫимӗҫ пулӗ: вӗсем Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче усаллине те, сиенлине те тумӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24-25. Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать: Ассура Хамӑн ҫӗрӗм ҫинче ҫапса салатас тесе, ӑна Хамӑн тӑвӑм ҫинче таптаса тӑкас тесе Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ; унӑн сӳсменӗ Израиль ҫинчен хывӑнӗ, вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫинчен унӑн йывӑрлӑхӗ сирӗлӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче усаллине те, сиенлине те тумӗҫ, мӗншӗн тесессӗн, шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана ҫӑлмашкӑн маншӑн чул тӗрекӗм пул, тарса хӑтӑлмалли ҫуртӑм пул: 4. манӑн чул тӑвӑм, манӑн хӳмем — Эсӗ; Хӑвӑн ятушӑн ертсе ҫӳре мана, вӗрентсе тӑр мана.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2