Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫил тӑвӑл тухсан, ҫумӑр ҫусан та пытанса пулмасть.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8
Манӑн ҫав кӗвӗсене хут ҫине ҫырса хурас килетчӗ, эпӗ вара институтра час-часах рояль умне ларса, хам пӗлекен пӗр кӗвве калаттӑм — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», ун урлӑ чӗрере тӑвӑл пек ҫӗкленсе тухакан кӑмӑл-туйӑма лӑплантарма тӑрӑшаттӑм…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Тӑвӑл килет.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ҫук, вӗсем пӗр-пӗрин енне туртӑнаҫҫӗ, тӑвӑл килсе тухсассӑн пӗр-пӗрне хӳтӗлесе хӑварма хатӗрленеҫҫӗ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ара, ҫуллахи ӑшӑ кунра кам шутлӗ-ха ӗнтӗ тӑвӑл тухӗ, аслати кӗрлеттере пуҫлӗ те тӗнче кисренӗ тесе!
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Хӑрушшӑн, хаяррӑн, ҫыран хӗррине пырса ҫапакан тӑвӑл вӑхӑтӗнчи хум пек.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӑх шавӗ тӑвӑл пек, тымартанах шӑлать.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мӗн тӑвӑл ҫӗкленнӗ кунранпах унран юлмаҫҫӗ чӑвашсем.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун хыҫҫӑн пӗвене нимӗнле ҫумӑр та, нимӗнле тӑвӑл та хӑрушӑ мар теҫҫӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Куна илтсен, Савантер куҫхаршийӗсем тӑвӑл умӗнхи пек пӗрӗнчӗҫ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Маттур вӑйлӑ, упӑшки майра панчен таврӑнать, Сивӗ хаяр тӑвӑл пек тӑшмансене пусарать.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тӑвӑл ир еннелле кӑна лӑпланчӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Хӑш-хӑш тӗлте пӗр-пӗрин ҫине ӗмӗрӗ тухнипе е кӑра тӑвӑл тӗртнипе тӳннӗ-йӑваннӑ, арпашӑннӑ, тӗпӗ-тымарӗпех тӑпӑлнӑ ҫакӑн йышши хӑрӑксем, вӗсен хушшинче пыл пухакан хурт ҫӑллиллисем те, хуйӑрӗсене тӗл-тӗл чахотка симӗсӗ тивнӗскерсем те (ҫапла ҫав: йывӑҫсем ура ҫинче тӑрсах вилеҫҫӗ!), иртен-ҫӳрен ҫулне шатах пӳлекен ҫыхланчӑк кӑмӑрсем, «чӗрӗпсем» туса хунӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хресченсем пуҫӗнчи ҫӗлӗксем вӑйлӑ тӑвӑл сӳсе илнӗ пекех хывӑнчӗҫ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Светлана Березкина, Елена Светлая, Владимир Тӑвӑл, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева сӑвӑҫсем хӑйсен сӑввисене вуланӑ.
Музыкӑпа поэзи каҫӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33828.html
— Турӑ телей парсан тӑвӑл иртсе те каять ак.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Атӑл ҫинче кимӗсем путрӗҫ, вӑрманта тем пысӑкӑш йывӑҫсем хирӗне-хирӗне ӳкрӗҫ, сывлӑшра тӑвӑл ҫӗклесе илнӗ япаласем хӑрушшӑн явӑнса ҫӳрерӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унтан вӑйлӑ ҫил тухрӗ: таврара пур ҫӗрте те тӑвӑл алхасма тапратрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахтупай ҫакна ҫеҫ астуса юлчӗ: Мускавпа Хусан хушшинче Атӑл юхать, ҫав Атӑлпа ялан ҫарсем ҫӳреҫҫӗ; Атӑл ҫинче тӑвӑл кашлать, кимӗсем шыва путаҫҫӗ; ишеҫҫӗ-ишеҫҫӗ ҫынсем хум ҫинче, ҫӑлӑнса Ҫаврака сӑрт ҫине тухаҫҫӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
…Пӗр каҫхине тӑвӑл килчӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.