Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑварланӑ (тĕпĕ: тӑварла) more information about the word form can be found here.
Кӑмӑл пӑтранса килне пек, тӑварланӑ хӑяр ҫиес килнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӑварланӑ купӑста е хӑяр пулсанччӗ…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Лайӑх тӑварланӑ кӑмпине…

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӗреннӗ чух та «пиллӗкпе» вӗренчӗ, — хушса хучӗ Ҫимун, тӑварланӑ кӑмпа ҫырткаласа.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫими-ӗҫми енчен аптрасах кайман та-ха, ҫапах тӑварланӑ купӑстана кучанӗ-мӗнӗпех ҫатӑртаттарса чӑмлас килет унӑн тепӗр чух.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темле йывӑр шӑршӑ пӳртре, анчах мӗн шӑршине никам та пӗлес ҫук; тӑварланӑ купӑста шӑрши те, тар шӑрши те, нӳхреп шӑрши те — пурте пӗрле.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кайран хамах пуҫтарӑп, — тет Ҫимун, тӑварланӑ кӑрӑҫа шутсӑр юратаканскер.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӗтел ҫине тӑварланӑ кӑмпа, хӑяр лартрӗ, чӗрҫитти айӗнчен чӗрӗк литр эрех кӑларчӗ Сӑпани.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗлетпӗр ӗнтӗ, пӗлетпӗр Хӗлимун пиччене, — тӑварланӑ хӑяра ҫӑвар тулли чӑмласа, черкке хыҫҫӑн черкке ӳпӗнтерчӗ хӑни.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякри тӑванӗ килнишӗн хӗпӗртенӗ Сантӑркка, нӳхрепе анса, тӑварланӑ хӑяр, шур кӑмпа, услам ҫу илсе тухрӗ, сӑмавар хупкӑчне уҫса, шурӑ питшӑлли ҫине теҫетке ҫӑмарта хучӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хреҫҫи, пӳрте кӗнӗ-кӗмен, ҫак килте тахҫанах пурӑннӑн, тӳрех кӑмака умне тӑчӗ, вучах чӗртсе ячӗ, ҫенӗке тухса пысӑк хурантан тӑварланӑ аш илсе кӗчӗ, сакайӗнчен ҫӗрулми илсе тухрӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Акӑ пӗр чашӑк тӑварланӑ хӑяр тухса ларчӗ, урпапа пӑрҫа тата мӑян вӑрри ҫӑнӑхӗсенчен пӗҫернӗ пашалу та тупӑнчӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑраха тӑсмасӑр шывпа хутӑштарнӑ спиртпа тата тӑварланӑ хӑярпа хӑналаннӑ май калаҫу та сыпӑнса кайрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нӳхрепе кайса, пӗр чашӑк хӗрлӗ помидор, тепӗр тирӗк хӑяр, бидонпа — купӑста, тӑварланӑ кӑрӑҫ илсе килчӗ.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Сутлӑхра тӑварланӑ, вӗри тата сивӗ мелпе тӗтӗмленӗ чавыча.

Help to translate

Камчатка тӑрӑхӗнчи тутлӑ пулӑсем — Чӑваш Енре // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=fTMvoaSW5Ro

Камчатка тӑрӑхӗнчи тӗтӗмленӗ, тӑварланӑ, типӗтнӗ пулӑсене Чӑваш Ене илсе килнӗ.

Help to translate

Камчатка тӑрӑхӗнчи тутлӑ пулӑсем — Чӑваш Енре // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=fTMvoaSW5Ro

Унӑн тата тӑварланӑ кӑмпа, йӳҫӗтнӗ хӑяр тупӑнчӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӗрарӑмсем паян пурте кайса пӗтнӗ-ха, — терӗ лесник, сӗтел ҫине пӗр турилкке тӑварланӑ кӑмпа лартса.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тӑварланӑ кӑмпа, ҫӑмартапа ӑшаланӑ кӑлпасси, пулӑ пур — ҫитмест-им пире?

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Унтан тӑварланӑ пулӑ ман ума шап! пӑрахрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed