Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӑванӗсенчен (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
3. Иеффай вара, хӑйӗн тӑванӗсенчен тарса, Тов ҫӗрӗнче пурӑннӑ; ун тавра ӗнтӗ ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекенсем пуҫтарӑннӑ, вӗсем унпа пӗрле тухса хурах пусса ҫӳренӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иосиф ҫинчен каланӑ: унӑн ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр тӳпен ытарайми парнисене пиллесе тӑтӑр, сывлӑм патӑр, аялта выртакан тӗпсӗрлӗхӗн парнине патӑр, 14. хӗвелӗн ытарайми ырӑлӑхне, уйӑхӑн ытарайми ырӑлӑхне, 15. авалхи тусен хӳхӗм парнине, ӗмӗрхи сӑртсен ытарайми ырӑлӑхне, 16. ҫӗрӗн ытарайми ырӑлӑхне, унӑн туп-тулли пуянлӑхне пиллетӗр; йӗплӗ тӗмӗ варринчен Курӑнни пиллетӗр ӑна, Иосиф пуҫӗ ҫине, тӑванӗсенчен чи лайӑххийӗн лӗпки ҫине, Унӑн пиллӗхӗ ҫиттӗр; 17. вӑл малтан ҫуралнӑ пӑру пек тӗреклӗ, мӑйраки унӑн — буйвол мӑйракийӗ; вӑл пур халӑха та ҫӗр чиккине ҫитиех сӗксе тухӗ: Ефрем тӗменӗсем ӗнтӗ кусем, Манассиян пин-пин ҫыннисем.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кам та кам хӑйӗн тӑванӗсенчен, Израиль ывӑлӗсенчен, хӑшне те пулин вӑрласа кайнипе, ӑна чура туса сутса янипе лекет, ҫавӑн пек вӑрра вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл хӑйӗн тӑванӗсенчен пиллӗкӗшне фараон умне илсе пырса тӑратнӑ.2. И из братьев своих он взял пять человек и представил их фараону.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Иуда, хӑйӗн тӑванӗсенчен уйӑрӑлса, Хира ятлӑ пӗр Одоллам ҫынни ҫывӑхне кайса вырӑнаҫнӑ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.