Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, шӑтӑка тарса кӗме хатӗрленнӗ тыркас пек, мӑйне тӑсрӗ, ҫавӑнтах пуҫне ҫӗрелле чикрӗ, ниҫта кайса кӗрейменнипе питӗ йӑвашшӑн тухрӗ ун сасси: — Сана хӗрхенсе калатӑп-ҫке, Сантӑркка.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑшпӗр телефон юписем ҫинче тӗлӗрсе ларакан тӑманасем тӗл пулаҫҫӗ е кӗтмен ҫӗртен ҫул урлӑ тыркас йӑпӑртатса чупса каҫать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тыркас, хӳри вӗҫӗпе вӗлтлеттерсе, шӑтӑкне чӑмса кӗме ӗлкӗрчӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑш енчен тыркас евӗр пултӑр-ха вӑл?
«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тӗслӗхрен, Глеб Кржижановские «Тыркас» тенӗ.
«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Типсе кайнӑ ҫӳллӗ курӑк вӑхӑт килсен ҫӑлса хӑварма та пултармалла, анчах халӗ вӑл пире утма чӑрмантарать, ҫитменнине тата тӑтӑшах маскировкӑласа лартнӑ минӑсем те пулма пултаракан тыркас йӑвисем тӗл пулаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗр моряк ҫапӑҫнӑ унта, кӗҫӗн лейтенант, маттур йӗкӗт пулмалла ҫав, хӑйӗн взводне румынсене хирӗҫ атакӑна илсе кайнӑ, унта вӗт хир йӗтем пекех тип-тикӗс, тыркас пытанма та вырӑн ҫук.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
Эпӗ хамӑн умри хирте шахмат йӗркипе икӗ ӗрет лартса тухса тыркас шӑтӑкӗсем евӗр туса хунӑ мина лаптӑкӗсене тӗшмӗртетӗп.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑйӗнчен ҫумӑр пек тар юхать, кӗркуннехи тыркас пек йӗп-йӗпе, кӑшкӑрать.
«Правда» номерӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 39–45 с.
Тыркас юлашки хут хӑй шӑтӑкӗнчен пуҫне кӑларса, ачашлӑн шӑхӑрса илчӗ.Суслик в последний раз выглянул из своей норки и нежно посвистел.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вилӗме йӑтӑнса аннӑ шӑтӑкри тыркас пек пӑчӑхса та хӗн курса мар, хӑвӑрт та паттӑррӑн кӗтсе илни авантарах пек туйӑнчӗ халь Васильева.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Енчен пӗр ханттарӗ, выртма йӗркине пӗлейменскер, вӑхӑт ҫитиччен тӗлӗрме тытӑнсан, ӑна темле те тӑрӑхлаҫҫӗ: таҫтан мур илесшӗнчен пӗр-пӗр калта е тыркас тытса килеҫҫӗ те ҫывӑраканӑн кӗсйине чиксе ҫӗлесе хураҫҫӗ; апла тумасан, тепӗр май тӑрӑхлама ӑс ҫитереҫҫӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Йӑваш ҫил сарӑхса тӗссӗрленнӗ курӑка ним сасӑсӑр хускатса чӳхентерет, Таврара кайӑк сасси те, тыркас шӑхӑрни те илтӗнмест.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫуначӗсене чалӑштарса хӑяккӑн вӗҫсе анакан кӗпчек пӑлханчӑклӑн чакӑлтатрӗ, тыркас хӑйӗн шӑтӑкӗ патӗнче юлашки хут шӑхӑрса илчӗ, ҫӑра ҫил, Ильиничнӑна питрен вӗтӗ хӑйӑр тусанӗпе сапса хӑварса, ҫеҫенхир тӑрӑх уласа вӗҫрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, куҫне сӑтӑркаласа, Григорий ҫинелле сӳрӗккӗн пӑхса илчӗ те, йӑвари тыркас пек, алӑкӑн хура шӑтӑкӗнче ҫухалчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лашан малти хӑрах ури чӗркуҫҫи таранах тыркас шӑтӑкне путса хирӗннӗ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ма чӗнместӗр-ха эсир? — ыйтрӗ Чернявкин сӑмси ҫунаттисене тыркас пек сиккелентерсе тата ҫивӗч чӗлхеллисем ҫине пӑхкаласа.— Что ж вы молчите? — спросил Чернявкин, подергивая ноздрями и осматривая самых бойких на язык.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗр картине сӳтсе илнӗ кил вырӑнӗнче Андрей нимӗҫсен ҫӗмрӗк танкӗсем ларнине курчӗ; вӗсен айккисенче тыркас шӑтӑкӗсем пек шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ, башнисем ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ, гусеницисем татӑлкаласа пылчӑк ӑшне таптанса ларнӑ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сӑнсем ытлашши пӗрешкел ан пулччӑр тенӗ пек, хытхура ӑшӗнче шурӑ пуҫ шӑмми е чул курӑнса каять; самантлӑха куҫ умне тӗссӗр чул кӗлетке, хӑрӑк йӑмра тухса тӑрать, ҫул урлӑ тыркас чупса каҫать, вара каллех — хытхура та сӑртлӑхсем, хура кураксем…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑй тыркас пекех вӑл, чӑн та…
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1
- 2