Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухнӑччӗ (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
«Урӑх ҫемье тупнӑ тенӗ сас та тухнӑччӗ — чӑн-ши ҫав?.. Майра илсе килмен-ши?..» — кӑсӑкланчӗҫ тӑрӑхлама юратакансем.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, тур, эп пирӗн Кольӑна йӑтса тухрӗҫ тесе — сехре хӑпсах тухнӑччӗ, — лӑпланчӗ Укҫине аппа.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗ пахчана тухнӑччӗ, чӗнме кайрӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Сирӗн Сашша хӑтланнӑ тенӗ сас тухнӑччӗ, вӑл пулман иккен…

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйне хӑй хӗнесе икӗ пин укҫана ҫума чикмен-ши?! — ҫапла сас тухнӑччӗ вара каярахпа халӑх хушшинче.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эп хам ун патне кайма тесе тухнӑччӗ, анчах… вӑй ҫитеймӗ, терӗм… пуҫ ҫаврӑннӑ пек туйрӑм.

Help to translate

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ тухнӑччӗ, ашшӗне Михала чӑннипех хӗпӗртеттернӗччӗ: кашни вакун ҫӑмартаран икшер ҫӗр тенкӗ пайта пулнӑччӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кивӗ йӗлтӗр йӗрӗ вӗҫне тухнӑччӗ ӗнте, малаллине Эверкки хывса пычӗ.

Help to translate

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах та эпӗ 1-мӗш вырӑн ҫинчен ӗмӗтленме хӑйман, мӗншӗн тесен иртнӗ ҫул ман ӗҫтеш Роза Тухбатова мала тухнӑччӗ.

Help to translate

Пысӑк ҫӗнтерӳ // С.Филиппова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Ротмистр Шварц кӗрсе тухнӑччӗ, ӗҫсе яраймарӗ.

Ротмистр Шварц заезжал и не допил.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вара вӑл таврӑнасшӑнччӗ, анчах ҫаврӑнчӗ те… умӗнче — витӗр курӑнман кирпӗч стена; вӑл шӑпах унтан, халӗ палӑрман алӑкран, пуҫламӑшӗнчи чӑн-чӑн тӑкӑрлӑка тухнӑччӗ, унӑн тӗп-тӗрӗс копине маларах ӑна Лабиринт кӑтартнӑччӗ.

И он захотел вернуться, но, обернувшись, увидел непроницаемую кладку кирпичной стены, из нее он вышел незаметной теперь дверью в начале настоящего переулка, точную копию которого ранее показал ему Лабиринт.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Шуана хӑварсан Матиа иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкана шыраса тупрӗ; унта тискер актерсем утнӑ сасса илтсе кирлӗ ҫӗре тӑрса тухнӑччӗ ӗнтӗ.

Матиа, оставив Шуана, разыскал лестницу, ведущую во второй этаж, где зловещие актеры, услышав его шаги, приняли уже нужные положения.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Гравелота эпӗ питӗ лайӑх паллатӑп, уйӑх каяллачӗ-ши… эпӗ ун патне Мартӑпа пӗрле юлашки хутчен кӗрсе тухнӑччӗ.

Я Гравелота знаю очень хорошо, должно быть, месяц назад я заезжал к нему с Мартой последний раз.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Цыган Митьки манахсенне пӗр ещӗк праҫвир вӑрласа тухнӑччӗ — ӑна та ҫавах айӑпларӗ.

Митька-цыган у монахов ящик с просфорами спер — опять он судил.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ку хӗре чӗркесе килме эпир килтен ятарласа утиялсем хурсах тухнӑччӗ

Help to translate

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Эпӗ ҫутӗҫ пайӗнче юлашки кунсем ӗҫленӗ чухне вӑл ман пата кӗрсе тухнӑччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ристансен пӗр ушкӑнне Атӑл хӗрринчен вутӑ турттарма илсе тухнӑччӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлтӗр хӑйсен курсӗсем хушшинче ирттернӗ олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑна тухнӑччӗ, ҫав хӗр ҫинчен калатӑн-и эс?

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Хуплашка ҫинче манӑн хушаматлӑ кӗнеке юлашки хутчен 2011 ҫулта тухнӑччӗ.

Последняя новая книга с моей фамилией на обложке выходила в 2011 году.

Елена Енькка ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ кӗнеке пичетленсе тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30400.html

Ҫавсене эпир хамӑрпа пӗрлех илсе тухнӑччӗ, анчах мӗн ӗҫре усӑ курмаллине пӗлместӗмӗр.

Мы их взяли с собой, но не знали, к чему применить.

Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed