Шырав
Шырав ĕçĕ:
Печорин кравать патне чӗркуҫленсе ларчӗ, унан пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклесе, хӑйӗн тутине унӑн сивӗнекен тутипе тивертрӗ, лешӗ чӗтрекен аллипе ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, ҫапла чуп тунӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн чунне парасшӑн пулчӗ, тейӗн…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак хура та ырхан, ватӑлса кайнӑ ҫын чӑнахах хӑйӗн тусӗ Алексей Мересьев иккенне ӗненсен (ӑна полкра пурте тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ ӗнтӗ), лётчик хӑйӗн пуҫне ярса тытрӗ те савнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ, вара чӑрсӑр гопак ҫеммине тутипе каласа, сӗтел тавра ташласа ҫаврӑнма пуҫларӗ, ҫемҫе унттисемпе ҫӗр урайне хӑвӑрт тапӑртаттарса, урайӗнче выртакан панулмисемпе апельсинсене йӑлтах таптаса лапчӑтрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем Алексейӑн аллине, тутипе чӗлхине ҫыртса пӗтерчӗҫ, комбинезон ӑшне кӗрсе кайса ҫара ӳте вӗтелентерчӗҫ, анчах та ку ӑна ырӑ пек туйӑнчӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тутлӑ шӑршӑллӑ уртӑш тӗмӗ хушшинче, унӑн ҫутӑрах кӑвак ҫырлисене тутипе хыпа-хыпа илнӗ чух, темле сарӑхнӑ ҫулҫӑсен пысӑк чӑмӑрккине асӑрхарӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей тӗмескесем тӑрӑх шуса упаленсе, пылак-йӳҫеклӗ ҫырласене, упа пек, тутипе те чӗлхипе те пухма тытӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей тӗмескесем ҫине пӗшкӗнчӗ те бархат пек ҫемҫе, шурлӑх шӑршиллӗ ӑшӑ мӑк хушшинчи ҫырласене тӳрех тутипе татса илсе ҫиме пуҫларӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тутипе вӑл мӑйӑра аса илтерет, ӑна тӗрлӗ техӗмлӗх хушса хатӗрлеҫҫӗ.
Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.
Вӑл пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ те мана яланхиллех хыттӑн ыталарӗ, куҫҫуле тутипе типӗтрӗ.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Пӗрлӗхен ҫырли гранат евӗрлех — тутипе те, тӗсӗпе те.
Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Раҫҫей ҫыннисем ытти халӑхсемпе танлаштарсан урӑхларах кулаҫҫӗ – тутипе кӑна.
Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Питҫӑмартинчен пӗрремӗш хут тутипе сӗртӗнчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
34. Унтан вырӑн ҫине улӑхса, пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ача ҫумне чӑмӑртаннӑ, унӑн тутипе хӑйӗн тутине, унӑн куҫӗпе хӑйӗн куҫне тӗлме-тӗл тытнӑ, хӑйӗн ал лаппине унӑн ал лаппийӗ ҫине хунӑ; вара ачан ӳчӗ ӑшӑнса кайнӑ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.