Шырав
Шырав ĕçĕ:
туртӑмӗсӗр (тĕпĕ: туртӑм) more information about the word form can be found here.
Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1