Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турткаласа (тĕпĕ: турткала) more information about the word form can be found here.
Алюш, тилхепене турткаласа, лаша купарчине ик енчен те ҫатлаттарса илет, лаша хытӑрах чупма пуҫлать…

Help to translate

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Анатолий, айӑпа кӗнӗ ача евӗр, пуҫне усса, хӗр умне пырса тӑчӗ, куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаларӗ, сӑмсине турткаласа илчӗ.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ҫи-пуҫне кӑрт-карт турткаласа юсарӗ.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗчӗк хӗрача пит-куҫне кӑмӑлсӑррӑн турткаласа илчӗ, тутине тӑсрӗ, анчах, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне сӗлтрӗ.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Шӑллӑм пит-куҫне кӑмӑлсӑррӑн турткаласа илчӗ те ирӗксӗррӗн пӑрӑнса утрӗ.

Help to translate

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫтаппай Кӗркурийӗ майӗпен тӑрса Ҫиҫӗм умне пырса хӑмӑт пӑявӗсемпе урхалӑх-хырӑмайлӑхсене турткаласа пӑхать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тамара хыҫҫӑн купене кӗме тӑнӑ Левене ҫанӑран туртса: «Тӑх-та, — терӗ. — Турткаласа ярӑпӑр».

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Сирӗн шитто-крытто, паллах, сирӗн — ҫӳпҫе хупӑлчи, — мӑкӑртатать Мӗкӗте Хурамалкин, сарӑ мӑйӑхӗн вӗҫне канӑҫсӑррӑн турткаласа.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эсӗ студентсенчен нихӑшне те палламастӑн-и? — тесе тӗпчет хӑй, ҫийӗнчи джинсы шӑлаварне юри унтан-кунтан турткаласа курнӑҫланать.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хускалмасӑр ларакан аслашшӗн сухалне турткаласа илмесӗр тек-тек тӳсеймест Кулинейкка: — Асатте, капла ҫывӑйса каятӑн-иҫ, — тет.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑт, ҫапла, ҫапла, — Услантӑр мучи, мӑнукӗ хуҫма хӑтланакан ҫӑпатана илсе, ун-кун ҫавӑркалать, хӑш-пӗр пушӑчӗсене турткаласа пӑхать, вара калӑп тӑхӑнтартма вӗрентет.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Кай, темесӗрех каяҫҫӗ, — терӗ вӑл сӑмсине нӑш-нӑш турткаласа.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Петрукӗ пӗрмай тилхепине турткаласа, лашине васкатма тӑрӑшать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирӗксӗр тенӗ пек турткаласа кӗртрӗ вӑл Ваҫука.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шыра, Джульбарс! — тепӗр хут хушрӗ Маркел, йыттине кӑкарнӑ кантрана турткаласа.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыйткаласа ҫӳрекен, хутаҫӗ патне таврӑнса, тетте хуткупӑс кӑларчӗ те турткаласа сасӑ турӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк турткаласа сасӑ кӑларчӗ те, пӗтӗм хаваслӑхӗпе юрланҫи туса: — А-а-е-е, — тесе кӑшкӑрчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗчӗккисем ҫипрен турткаласа чӑрмантарсан, тепӗр май.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫил-тӑман лапка-лапка юрпа пите ҫапрӗ, юр питҫӑмартине, куҫсене чиккелерӗ, ҫулҫӳревҫе авкаларӗ, хуҫрӗ, унӑн тумтирне силлерӗ, турткаласа ҫурма хатӗр пулчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Купӑсне ахальтен кӑна турткаласа илет вӑл.

Help to translate

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed