Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртать (тĕпĕ: турт) more information about the word form can be found here.
Ача ҫуралнине паллӑ тума кампа кирлине пӗлетӗн-и? — туртать вӑл мана вӑрманалла.

Help to translate

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Уйӑх иртет, ҫу иртет, ҫутти хӑй еннех туртать, ватӑ ҫынсен пенсийӗ уйӑх ӗҫме те ҫитмест.

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Пӗри мана кӑчӑк туртать.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗри, пы-ысӑк сӑмсалли, вунӑ пӑт та туртать пуль.

Help to translate

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пачах урӑхла - ырӑ кӑмӑлӗпе, ӗҫӗсенче те сисӗнекен чун ӑшшипе хӑй патне туртать.

Help to translate

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

— Ферма маншӑн кил пекех ӗнтӗ, чӗрем ҫакӑнталлах туртать.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Ахаль те ҫутӑ курман ӳсен-тӑран пек шуранка сӑнлӑ, пӗрмай ӳсӗрет, ҫаплах пирус хыҫҫӑн пирус туртать. Питӗ йывӑр пулас ӑна», — шеллесе шухӑшларӗ Пазухин.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унсӑр Константин Васильч татти-сыпписӗр пирус туртать, пӳлӗмре тӳссе ларма ҫук, — терӗ кулкаласа Павлов.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хуҫи нумай туртать пулин те, хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ урайӗнче ниҫта пирус тӗпӗ е кӗлӗ курӑнмасть.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑн пек самантсенче Поля ҫамрӑк упӑшкине каллех темле асамлӑ таса мар вӑйпа хӑй еннелле туртать.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑла лаши типӗ вутӑ лавне сисмен пекех ҫӑмӑллӑн туртать, пуҫне уха-уха утать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Тилхепене пӑрса вӑл лаша пуҫне туртать, хыҫалти тӗнӗлтен ҫӗклесе, ӗнер купаласа пӗтернӗ капан ҫумне лавне ӳпӗнтерет.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тем туртать ӑна ҫакӑнта.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Российӑ ҫӗршывӗнчи пӗрремӗш революципе ҫыхӑнса тӑнӑ событисем, халӑхӑн ҫав тапхӑрти пурнӑҫӗпе кӗрешӗвӗ чылай писательсене туртать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кашниех утияла хӑйӗн ҫине туртать.

Каждый будет стараться перетянуть одеяло на себя.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Яланах ҫакнашкал: Кӗтерук пӗтӗм вӑйӗпе мекеҫленсе туртать, Михха, аттине уринчен вӗҫертмесӗр, ҫамрӑк хӗрӗн илемлӗ кӳлепине курса савӑнса ларать.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плащ тӑхӑннӑ улшуҫӗ сутма илсе тухакан лашасене тӑратакан вырӑна ҫитсенех: — Эй, ырӑ ҫынсем! Кама лайӑх лаша кирлӗ, кунта килӗр! Лав ҫине ҫӗр пӑт тиесен те нӑх тумасӑр туртать! Чупасса ҫилҫунат пек пырать. Йӳнех паратӑп! Килӗр! Килӗр! Именсе ан тӑрӑр! — тесе ҫынсене йыхӑрма тытӑнчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чим-ха, кум, — терӗ вӑл, — суран ҫине ҫӗр хурар, ҫӗр сурана туртать текенччӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ак, тамаша, мӗнле пулчӗ-ха ку япала, ара, Тарье тӗпеле кайса тӑнӑ та, вӗрене туртать те туртать.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей урисемпе урапа пуҫне тӗревлет, тилхепине икӗ аллипе явкаласа тытса каялла туртать, анчах янаварӗ пӗрех, халь-халь ӗрӗхсе каяс пек, ташласа ҫеҫ пырать: тилхепене кӑштах лӑнчӑлатсанах малалла тапса сикет.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed