Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турачӗсене (тĕпĕ: турат) more information about the word form can be found here.
Малтан сикекен лакӑм амантрӗ, куҫарнӑ чух пысӑк турачӗсене татма тиврӗ.

Help to translate

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Турачӗсене юр хуҫман-ши?

Help to translate

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Мӑн турачӗсене хӑвар, эп ӑна пӑчкӑпах тататӑп, — хыпалантарать бригадир.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Капла турачӗсене иртсе купалама аван.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пичче шӑтӑка тӑпрапа питӗрчӗ, таптарӗ, тикӗслерӗ, чие тӗмӗ турачӗсене кӑшт авса, хупӑрларӗ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карта хӗррипе шурӑ хурӑнсем симӗс турачӗсене ярӑмӑн-ярӑмӑн усӑнтарса ларнӑ.

Help to translate

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ытлашши, хӗлкаҫа япӑхнӑ турачӗсене касса иртнӗ вӗсем.

Help to translate

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Турачӗсене ма начар иртетӗр? — вӑрҫать вӑл кӗреш турттаракан ҫармӑссене.

Help to translate

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене иртсе кайнӑ чухне суккӑр ҫын та асӑрхамалла: пӗри (Сахвине юмӑҫ карчӑкӑн), тул енчен сарӑ тӑмпа сӗрнӗскер, ҫи виттийӗпе пӗр еннелле тайӑлнӑ, тепри (авланма манса кайнӑ каччӑн, Ятламасӑн), шурӑ тӑмпа шӑлнӑскер, ҫи виттийӗпе тепӗр еннелле тайӑлнӑ; пӗрне ытлашши чалӑшнӑран йӑвансах ан кайтӑр тесе сылтӑмран турачӗсене те чипер иртсе пӗтереймен юпапа тӗреленӗ, тепӗрне, шурӑ тӑмпа шуратнӑскерне, сулахай енчен темиҫе вӗрлӗкпе тӗреклетнӗ.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни ҫуркунне ҫав йывӑҫсен турачӗсене хачӑпа кастарса тикӗслеттеретчӗ вӑл пахчаҫӑна.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ах, ачасем, ҫырлине татса ҫийӗр те эсир, турачӗсене ан хуҫӑр.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑрт ҫинче аслӑ киремет хӑйӗн симӗс турачӗсене пӗлӗт тӑрнелле танлӑн ҫӗклесе ларать.

На холме горделиво возвышается и тянет к небу зеленые ветви великий Киреметь.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Каҫалапа касса хатӗрленӗ вӗрене турачӗсене урамалла йӑтса тухрӗ, вӗтӗреххисене чӳрече умне купаларӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йывӑҫ турачӗсене сирсе пӑхрӑм та ҫавӑнтах каялла вӑркӑнтӑм.

Раздвинул ветки и сразу же отпрянул назад.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ытамри ҫулҫӑ пуххине пӑрахса, йывӑҫ турачӗсене лектерес мар тесе тӑрӑшса, эпӗ ҫул хӗрнелле тухрӑм.

Бросив охапку и стараясь не задевать веток, я направился к дороге.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах эпӗ ыратнине-мӗнне туймарӑм, хама пит-куҫран пырса ҫапакан йывӑҫ турачӗсене те, ура айне тӗл пулакан тункатасене те сисмерӗм.

Впрочем, боли я тогда не почувствовал, как не чувствовал нахлестывания веток, растопыривших цепкие пальцы перед моим лицом, ни кочек, ни пней, попадавших под ноги.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Мард темиҫӗшне касрӗ те турачӗсене иртрӗ, вӗсене шывалла рычакпа кустарса антарчӗ, унта вулӑсене ҫӑка пушӑчӗпе ҫавӑрса, тӗплӗн хытарса ҫыхрӗ.

Мард срубил несколько штук, очистил их от ветвей и скатил рычагами на воду, где увязал стволы вместе отмоченной корой кустарника.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Йывӑҫҫи вара питех те лайӑх улмуҫҫи пулса тӑнӑ; ун патне ытти пахчасенчен те килсе, турачӗсене урӑх улмуҫҫисене сыпма иле-иле кайнӑ.

И такая-то хорошенькая удалась яблонька, что из других садов приходили брать от нее побеги для прищеп.

III // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.

Анчах сад ӑсти улмуҫҫие ерипен чавса кӑларнӑ, турачӗсене амантман, улмуҫҫи пахчине илсе пынӑ та ӑна лайӑх ҫӗр ҫине лартнӑ.

Но садовник выкопал яблоньку осторожно, корешков не повредил, перенес ее в сад и посадил в хорошую землю.

I // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.

Калюков хыҫнех пырса тӑчӗ, унран кирлӗрех ӗҫ ҫук пекех, каснӑ шӗшкӗ турачӗсене ҫӗҫӗпе иртет.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed