Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тураса (тĕпĕ: тура) more information about the word form can be found here.
Чӑнах, сӑпачӗ-евӗрӗпе каснӑ-лартнӑ Сталин, ансӑртарах ҫамкаллӑ, вичкӗн куҫӗ вӗҫеври кӑйкӑрӑнни евӗрлӗ куҫ харшийӗ айне путнӑ, мӑйӑхӗ хура хӗлӗх тӑплӑмне аса илтерет, чӑпарланма пуҫланӑ шултра хура ҫӳҫне типтерлӗн каялла тураса вырттарнӑ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Кастарнӑ ҫӳҫ юлашкине типтерлӗн тураса сылтӑмалла вырттарнӑ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Кишӗр ҫитмесен, ҫарӑк нумайрах тураса яр.

Если у тебя не хватит моркови, накроши побольше редьки.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Ӑна кӑнтӑрлахи апат валли тураса вӗтетрӗҫ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл яланхи пекех чи малтан чӗпӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ, унтан тин люцерна тураса ларакан Лена патне пычӗ.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шупкарах хӗрлӗ пуҫӗ ҫинчи кӑвак та сайра ҫӳҫӗсене лайӑх тураса вырттарнипе вӑл темӗнле маттуртарах ҫын пек курӑнать.

Седой ежик прически на просвечивающем сквозь редкие волосы маленьком розовом черепе придавал ему некую черту энергичности.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл арҫынла кастарнӑ тӗксӗмрех хӗрлӗ ҫӳҫне кӗсьере чиксе ҫӳремелли пуҫтурипе тураса якатрӗ.

Карманным гребешком расчесала по-мужски подстриженные темнорыжие вьющиеся волосы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Туртмалли парӑр малтан, эпӗ табак ҫук пирки чӗлӗм чӑпӑкне те тураса туртса ятӑм ӗнтӗ.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви хӑвӑрт тӑрса ларчӗ, урине ҫӗтӗк ҫӑматӑ тӑхӑнчӗ, ҫине ҫӳхе тӑла сӑхман уртрӗ, тӑмаланнӑ ҫӳҫне йывӑҫ турапа хапӑл-хапӑл тураса якатрӗ.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук хура ҫӳҫне сулахай енчен тӳп-тӳрӗ уҫса сылтӑмалла тураса хунӑ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Макар хӑй те костюмне тасатса-якатса тӑхӑннӑ, пушмакӗсене ҫутатнӑ, шурӑ кӗпепе, ҫӗнӗ галстукпа, пӗрмай тӑмаланса тӑран ҫӳҫне хитре тураса якатнӑ, сӑнӗ телейлӗ кулӑпа ялкӑшать, хӑйӗнчен одеколон шӑрши кӗрет.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня фуфайкине хыврӗ те тилӗ е сӑсар тирӗсенчен ҫӗлетнӗ пальтосемпе юнашар ҫакрӗ, вара пысӑк тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Апат-ҫимӗҫне пештӗр хуппи ҫине кӑларса хатӗрлесен, Ҫтаппан икӗ айккинелле кӑшӑлланса выртакан ҫӑра ҫӳҫне, сарлака сухалне пӳрнисемпе тураса якатрӗ те каллех хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑвӑнса тасалнӑ хыҫҫӑн Тарье урӑх ҫи-пуҫ тӑхӑнчӗ, ҫӳҫне тураса майларӗ, хӑйне йӑлтах йӗркене кӗртрӗ.

Help to translate

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков тӑчӗ, ҫӳҫне тураса якатнӑ май пӳлӗмри ҫамрӑксем ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Майралла тумланни хура ҫӳҫне хыҫалалла тураса вырттарнӑ та, сапаланса каясран авӑнчӑк пуҫтури лартнӑ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗр-ҫӗнӗ хӑмӑр костюмӗ айӗнчен чӑлт-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, мӑйне хура «лӗпӗш» ҫыхнӑ, вӑрӑм хура ҫӳҫне хыҫалалла тураса вырттарнӑ, мӑйӑхне сӑмси тӗлӗнче икӗ ҫинҫе йӗр хӑварса хырнӑ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ватӑлтӑмӑр, — терӗ вӑл ҫӳҫне кукӑр пӳрнисемпе кӗреплепе туранӑ пек тураса.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан аш татӑкне пӗчӗккӗн тураса ҫитертӗмӗр, унтан шӑшисем тытса патӑмӑр.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӑл тӗрленӗ шурӑ катан пир кӗпе тӑхӑннӑ, выртман ҫӳҫне ҫу сӗрсех каялла тураса якатнӑ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed