Шырав
Шырав ĕçĕ:
турамӑшӗн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Ҫав ҫулсенче ман пурнӑҫа тӑраткаланнӑ ҫӳҫлӗ, пӗтӗм тӗнчене илтӗнекен сасӑллӑ пӗчӗк ҫын килсе кӗчӗ те «Тинӗс ӗҫченӗсем» ҫинчен, «Париж турамӑшӗн чиркӗвӗ» ҫинчен, «Яланах кулакан ҫын» ҫинчен каласа пама пуҫларӗ…
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Вӑл ҫырса хӑварнӑ романсенчен чи паллисем ҫаксем пулаҫҫӗ: «Париж турамӑшӗн чиркӗвӗ», «Халӑх писнӗ ҫынсем», «Тинӗс ӗҫченӗсем», «Ялан кулакан ҫын» тата «Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул».
I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Пӗрремӗш пӳлӗмре скатертьпе витнӗ сӗтел тӑнӑ, юнашарринче — кровать, кӗтесре Почаевская турамӑшӗн пысӑк сӑнӗ курӑнса тӑнӑ, ӑна ӗнтӗ пирӗн хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗнче католиксем те, православи тӗнне ӗненекенсем те пӗр пекех хисеплеҫҫӗ.
XV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫуралнӑ ачи патне пӗшкӗнсе ун ҫине ӑшшӑн пӑхса тӑракан турамӑшӗн сӑнӗ лӑпкӑ та ачаш пулни, турӑ евӗр ачан тем япала курнӑ пек инҫете пӑхакан куҫӗсенче, пысӑк ӑс-тӑн пулни, ачаран тӗлӗнсе ун ури патне чӗркуҫленнӗ патшасен чаплӑ сӑнӗ тата картинӑра сисӗнсе тӑракан шӑплӑх — ҫаксене пурне те килӗшӳллӗ, илемлӗ те вӑйлӑ тунӑ, ҫавӑнпа картина кашнинех хӑй патне туртнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Усал-тӗселе хӑратакан рак хуранӗсем те пур, сайра хутра Гуань-инь таса турамӑшӗн рак хуранӗ тӗл пулкалать.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Страницăсем:
- 1