Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунӑранпа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Унта 2010 ҫулхи ӗҫри тӗп енсем тесе ял тӑрӑхӗсен экономикӑпа социаллӑ аталанӑвӗн программинчи кӑтартусене пурнӑҫа кӗртессине йӗркелесси, районӑн 75 ҫулхи юбилейӗпе, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе районӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавне хатӗрленессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫӳллӗ шайра ирттересси пулнине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Хастар юланутҫӑ, Раҫҫейӗн паллӑ генералӗ, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗн командующийӗ Алексей Алексеевич Брусилов ертсе пынипе I Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳллӗ ҫар операцийӗ тунӑранпа иртнӗ эрнере 100 ҫул ҫитрӗ.

Под руководством храброго всадника, известного Российского генерала, командующего Юго-Восточным фронтом Алексея Алексеевича Брусилова со дня победной армейской операции во время I Мировой войны на прошлой неделе исполнилось 100 лет.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявланӑ вӑхӑтра пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн утнӑ чухне Вилӗмсӗр полк колонни чи пысӑкки пулчӗ, ҫакӑ – пире хальхи вӑхӑтра пурӑнма тата ӗҫлеме майсем туса парассишӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене тивӗҫлипе асра тытнин ырӑ тӗслӗхӗ.

В год 70-летия Великой Победы в торжественном шествии 9 мая самой большой была колонна Бессмертного полка — живая память о людях, ценою жизни отстоявших наше право жить и трудиться.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Майӑн 8-мӗшӗнче районти кашни ялтах Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ митингсем иртнӗ.

8 мая на территории района прошли торжественные митинги, посвященные 71 годовщине Победы в Великой Отечественной войне.

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ судьясен паттӑрлӑхне асра тытас, вӗсем ҫинчен ҫамрӑксене каласа парас тӗллевпе Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле 2015 ҫулта Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗ «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем: Чӑваш Республикин судйисем» кӗнеке кӑларнӑччӗ.

Help to translate

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа черетлӗ паллӑ пулӑм ҫитрӗ.

Help to translate

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ӗҫ коллективӗсемпе иртнӗ тӗлпулусенче «2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу парасси», «Вырӑнти тата территориллӗ обществӑлла самоуправлени органӗсен тирпей-илем кӗртес енӗпе тумалли задачисем тата граждансене ҫак ӗҫе хутшӑнтарасси, Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси», «Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленесси», «Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттересси» ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

25. Ҫӳлхуҫа ҫырмари шыва юн тунӑранпа ҫичӗ кун иртнӗ.

25. И исполнилось семь дней после того, как Господь поразил реку.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иосифа хӑйӗн ҫуртне, хӑйӗн мӗн пуррине пурне те тытса тӑраканӗ тунӑранпа Ҫӳлхуҫа Турӑ Египет ҫыннийӗн кил-ҫуртне Иосифшӑн пилленӗ, унӑн килӗ-ҫуртӗнче, [унӑн] хирӗнче мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитнӗ.

5. И с того времени, как он поставил его над домом своим и над всем, что имел, Господь благословил дом Египтянина ради Иосифа, и было благословение Господне на всем, что имел он в доме и в поле [его].

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вуннӑмӗшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа туса хатӗрленӗ «Ҫӗнтерӳ» проект шутланать.

Десятым станет проект «Победа», приуроченный к 70-й годовщине празднования Победы в Великой Отечественной войне.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed