Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑхлатчӗ (тĕпĕ: тунсӑхла) more information about the word form can be found here.
Яла, амӑшӗ патне, маларах час-часах кайса ҫӳретчӗ, тӑван килшӗн тунсӑхлатчӗ, халӗ вара ҫак кивӗ ҫурта хӑнӑхса ҫитрӗ, кунтан лайӑххи ниҫта та ҫук пек туйӑнать ӑна.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл маншӑн питӗ тунсӑхлатчӗ, ман пата ӑшӑ ҫырусем ҫыратчӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Олег тӑван вырӑнсемшӗн тунсӑхлатчӗ.

Олег скучал по родным местам.

Горький ячӗпе тӑракан шкул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

«Калтана» нумайччен курмасан, вӑл унӑн ҫинҫе саслӑ юрришӗн тата телейлӗн кӗтсе тӑракан куҫӗсемшӗн пайтах тунсӑхлатчӗ.

Когда он долго не видел «Ващурку», ему уже нехватало ее тоненьких песен, ее глаз, полных счастливого ожидания.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Вӑл сан пирки тунсӑхлатчӗ, Григорий.

— Он об тебе скучал, Григорий!

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ача малтан та ашшӗне нумайранпа курмасан тунсӑхлатчӗ.

Мальчик и прежде всегда скучал по отцу, когда долго не видел его.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл уйрӑласшӑн та пулман, вӑл ӑна тӳссе ирттерейместчӗ, Ольгӑпа курнӑҫасшӑн пулса тунсӑхлатчӗ.

Он и не хотел разлуки, он бы не перенес ее, пришел бы умолять видеться.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed