Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Дасаоцза мӗнле тунсӑхласа ҫитерчӗ сана, мӗнле кӗтрӗ!
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Куратӑп, сисетӗп: хӑвӑн та чуну аҫу-аннӳшӗнех тунсӑхласа ҫитнӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Маякин — Игнат хӑй ывӑлӗшӗн тунсӑхласа ӗҫке ярӑнни ҫинчен, ун пек ӗҫни ӑна, ватӑ ҫынна, сиенли ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.Маякин сообщал, что Игнат запил с тоски о сыне и что в его годы вредно так пить.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чух вӗсем иккӗшӗ те патша жандармӗсенчен тарса ҫӳренӗ пулнӑ, чылайранпа курнӑҫман вӗсем, ҫавӑнпа иккӗш те тунсӑхласа ҫитнӗ.Оба они скрывались от царских жандармов, давно не видели друг друга и соскучились друг без друга.
Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Эпӗ саншӑн тунсӑхласа вилетӗп.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Кунта эпӗ хӗрӗх ҫул пурӑнатӑп ӗнтӗ, паллах тӑван ҫӗршыва та манма пуҫларӑм, ҫапах та вӑхӑт-вӑхӑт ӑна калама ҫук тунсӑхласа ҫитетӗп.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫапла хӑй ҫухатман япалинех шыраса ҫӳренӗ чух вӑл самантлӑха нушине те, хӑй ытла тунсӑхласа ҫитнине те манса каять.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ытла тунсӑхласа ҫитни унӑн чӗрине ыраттарчӗ те вӑл йӗрсе ячӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ашшӗпе амӑшӗн вилӗмне йывӑррӑн тӳссе, арӑмӗпе виҫӗ ҫулхи ывӑлӗшӗн ҫав тери тунсӑхласа, ҫӗркаҫа нумай хутчен асапланса ирттернӗ вӑл.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл ҫав тери шӑнса кӳтнипе, типӗ ҫӗр курасшӑн тунсӑхласа ҫитнипе халь чул ҫине, хӑйӑр ҫине, шуйттан ҫурӑмӗ ҫине ҫитсе ларма та хатӗр пулчӗ — ҫав ҫурӑм ҫирӗп пултӑр ҫеҫ.
II // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Камчатка пулли икӗ ҫул тӗнче касса ҫӳрет, Япони йӗри-тавра ҫаврӑнать, Америкӑра пулса курать, виҫҫӗмӗш ҫулӗнче вара ҫырмари тутлӑ шыва тунсӑхласа килет.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Анчах халӗ куратӑп; ахальтен мар тусӗсем питӗ тунсӑхласа пурӑнчӗҫ ун пирки.
63 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Разумов ним тума та пикенместчӗ, вӑл тунсӑхласа пурӑнатчӗ ҫеҫ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Шухӑшлас пулать, унта, тинӗс пырӗ леш енче, хам мӗнле пурӑннине йӑлтах, йӑлтах аса илмелле», — тунсӑхласа шухӑшларӗ Ринтынэ.
Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Анчах халӗ эп хам мӗн тери тунсӑхласа ҫитнине ӑнланатӑп.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ун пек пулсан, тунсӑхласа вилес пулать!
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тен, каҫ чаршавӗ хупӑрласса кӗтсе илеймесӗр тунсӑхласа ҫитнӗскерсем, тухнӑ та пуль ӗнтӗ кӳллӗн тепӗр хӗрне тӗлпулӑва.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗр кӑмӑлӗ вӑл хӗвел ӑшшишӗн тунсӑхласа ҫитнӗ ҫӗр пичӗ пекех — каччӑн шӳтле сӑмахӗшӗнех ирӗлет.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Актуш ытла хытӑ тунсӑхласа ҫитнӗ-ҫке.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.