Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑрса тунсӑхланӑ илемлӗ ӑйӑр, кӗтес килменнипе, урисемпе бетона кукалет.Застоявшийся красавец жеребец нетерпеливо бил копытом о бетон.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Зуля патне тӗрлӗрен ӗҫ тутарма пыракан хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ ун ҫине тунсӑхланӑ куҫӗсемпе вӑрттӑн пӑха-пӑха илеҫҫӗ-ҫке.Приходя к Зуле со своими заказами, многие из них задерживали на нем украдкой тоскующий взгляд.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл Валентина патне ҫырусем час-часах ҫыратчӗ, уншӑн хытӑ тунсӑхланӑ пулмалла.Писал часто Валентине письма и, видать, по ней крепко скучал.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Эпӗ сана хамӑн паттӑрӑма кӑтартма илсе килнӗччӗ; вӑл хӑйӗн мучӗшне курасшӑн тунсӑхланӑ.— Я было принес показать тебе моего богатыря; он соскучился по своем дяде.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах унӑн пурӑнӑҫӗ ҫӑмӑл пулнӑ, час-часах тунсӑхланӑ пулин те, вӑл вара васкамасӑр, сайра-хутра кӑна пӑлханкаласа, кун хыҫҫӑн кун пурӑнса ирттернӗ, хӑш чухне унӑн куҫӗсенче те хаваслӑх йӑлтӑртатса ҫиҫнӗ, анчах вӗсем сӳнсен вӑл каннӑ, вӗсене шеллемен.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Егорыча та питӗ тунсӑхланӑ та, анчах ӑна унта кӗртмеҫҫӗ.
13 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫавӑнпа мар-и ҫӗр айне вӗҫсе кӗнӗ ҫуркунне шӑрши, газпа та йӳҫӗхсе ларнӑ кӑвакӑш шӑршипе хутӑшса пӑтрашӑннӑскер, сасартӑках куҫпа виҫсе илме ҫук анлӑ-анлӑ уҫлӑха ҫӗнӗрен тунсӑхланӑ, тилмӗрнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хӑйсен хуторӗпе тӗлме-тӗл вырнаҫса тӑнӑ тата ирӗксӗртен ӗҫсӗр аптӑранипе тунсӑхланӑ Татарски казакӗсен сотни пӗррехинче хӗрлӗармеецсене хӑратса та илет: хӑйсемех кӑмӑл туса килӗшнӗ казаксем Донӑн сылтӑм ҫыранне ҫӗр варринче шӑппӑн баркаспа каҫаҫҫӗ те пӗр кӗтмен ҫӗртен хӗрлӗармеецсен заставине пырса тапӑнаҫҫӗ, тӑватӑ хӗрлӗармееца вӗлереҫҫӗ, пулеметне туртса илеҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аникей тӑвану хӑйӗн ҫурӑмӗпе хупӑрласа тӑрас мар пулсан сана, эсӗ партире тӑма мар, тахҫанах тӗрмере тунсӑхланӑ пулӑттӑн.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша тунсӑхланӑ, кӗтсе ывӑннӑ, почтальон хыҫҫӑн пӑхса юлнӑ, хӑй ӑшӗнче ӑна та курайми пулса пынине туйнӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрарӑмсем упӑшкисене тунсӑхланӑ, виҫҫӗмӗш уйӑх ҫапӑҫатпӑр-ҫке-ха!!
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑятамӗн кӑштах Григорие аса илтерекен курпун сӑмсаллӑ пичӗ ҫине пӑхса илсе, тунсӑхланӑ пек пулчӗ.Затосковала, глянув на горбоносое, смутно напоминавшее Григория лицо свекра.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑртра курӑк ҫисе ҫӳрекен сурӑхсем кайӑк пӑнчӑсем пӗк курӑнаҫҫӗ; ӑшӑшӑн тунсӑхланӑ кӗтӳсем хӗвел ҫинче ачашланса хӗртӗнеҫҫӗ; ӗнесем, ҫӑм тӑкса; хӑйсен хӗллехи тумне хываҫҫӗ, кураксем, шӑнкӑрчсем тата ҫеҫенхирти ытти тӗрлӗрен вӗтӗ кайӑксем хӗрлӗрех ҫӑм чӑмаккисене хӑйсен йӑвисене ҫӗкле-ҫӗкле каяҫҫӗ…
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл тунсӑхланӑ, хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗчченех тӑрса юлас килнӗ, ҫавӑнпа вӑл полковник ыйтнине итлесшӗн пулмарӗ, хулпуҫҫи ҫине шинель ҫакса ячӗ те купперен тухрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чемодансене алӑк патнех хӑварса, мӗн тумаллине пӗлмесӗр, вӗсем чӳрече патне пычӗҫ; хӑйсен сип-симӗс йывӑҫсемлӗ площадьне каллех курнишӗн те, тата лере, площадь хыҫӗнче, площадьрен ҫеҫенхирелле тухакан урамсен вӗҫӗнче хӑйсене яланхи пурнӑҫ кӗтсе тӑнишӗн те вӗсен чунӗсем савӑннӑ: ҫав пурнӑҫшӑн тахҫанах тунсӑхланӑ вӗсен чун-чӗрисем.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах ӑна йывӑр пулнӑ, вӑл темшӗн тунсӑхланӑ.
XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Пурте килти ҫимӗҫе тахҫанах тунсӑхланӑ та вӗсем, халӗ савӑнсах — кун каҫа иккӗмӗш хут ӗнтӗ — Андрейӑн кучченеҫне авӑртма тытӑнчӗҫ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Виҫҫӗшӗ те куҫӗсене илмесӗр аякри тӗнчесем ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ; вӗсен ҫути ҫак ҫурри ишӗлнӗ пусса, ҫутҫанталӑкӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр пушӑ уйӗсен витӗр тухса, хӗвелшӗн, ҫутӑшӑн, ҫӑлтӑрсемшӗн тунсӑхланӑ виҫӗ мӑшӑр куҫа савӑнтарас тесе, тен, темиҫе миллион ҫул килнӗ пулӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Юрать ӗҫме, — ирхи чей пирки хытӑ тунсӑхланӑ пулин те, пит хавасах маррӑн килӗшрӗ Егорушка.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗр-пӗриншӗн тунсӑхланӑ ашшӗпе хӗрӗ тем ҫинчен те калаҫма пултараҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив