Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Володьӑна хӑвӑрт кимӗ ҫине ларма хушрӗ те тинӗс хӗррине ҫитерсе ячӗ; унта Володьӑна чыс тумасӑрах йышӑнчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шӳтлессе — шӳтлерӗҫ, анчах шӳт тумасӑрах ӗҫе тытӑнма тиврӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл турра кӗлтума тытӑнчӗ, хӑй нимӗнле ырӑ та аван ӗҫ тумасӑрах вилесрен ун чунӗ юлмарӗ; унӑн ҫав тери-ҫке пурӑнас килет, хӑйне хӑй те хӗрхенмесӗр, мухтавлӑ та ырӑ ӗҫ тӑвас шутпа пурӑнӑҫ килет.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Халь ак-ак вилетӗн, нимӗн ырлӑх тумасӑрах вилетӗн тата эс вилнине никам та пӗлес ҫук, — шухӑшларӗ вӑл, — ҫак вӑхӑтра хӑвшӑн анчах пурӑнни мӗнӗ кирлӗ-ши?
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӗсен пурнӑҫ йӗрки, паллах, ним кӗтмен-туман ҫӗртен ҫураҫнӑ кун Вера Павловна ҫурри шӳт туса, ҫурри шӳт тумасӑрах, йӗркелештернӗ пек пулмарӗ, ҫапах та питех те ҫавӑн евӗрлӗ пулчӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑшпӗр ӗҫ чеен тумасӑрах чеен пулса пырать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Титов нимӗнле шутлавсем тумасӑрах, куҫпа виҫсех карап ҫинче кирлӗ хатӗрсен чертежӗсене тума пултарнӑ.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тен шӑпах ҫав сехетре манӑн театрта пулас пур-и, е нимӗн тумасӑрах ҫывӑрнӑ вӑхӑт пулӗ, е тата кампа та пулин калаҫасси, хальхи пек каласси пулӗ, акӑ бригадир мӗн ҫинчен те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшласа, пуҫа ҫӗклетмесӗр ӗҫлеме сӗнчӗ, эпир пӗчӗк редакторшӑпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӑмӑр та кулса ятӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эшелонӑн-эшелонӑн пӗр пилӗк километра тӑсӑлнӑ; кӑнтӑр кунӗнчех, маскировка тумасӑрах пыраҫҫӗ.Эшелонами растянулась километров на пять, так днем и шла, не маскируясь.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах вӗсен пулисем нимӗнле сиен тумасӑрах пирӗн ҫумӑн шӑхӑрса иртсе кайрӗҫ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лайӑх мар тумасӑрах эпӗ унпала епле пулсан та татӑлма пултаратӑп.Можно с ней и по-другому разделаться, и без ябеды обойдется.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том нимӗн тумасӑрах вӑхӑта пысӑк ушкӑнра савӑнса лайӑх ирттерчӗ, хӳме ҫинче ҫапах та — виҫӗ сий известь.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӗншӗн-ха ялти ватӑсен Мархвапа (РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх артистки Любовь Федорова) Лаврен Васильчӑн (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) хӗрӗпе ывӑлне вӑйпах, туй тумасӑрах, хут уйӑрттармасӑрах - ашшӗн кашни сӑмахне итлекен каччӑна «киле кӗртсе» - арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма хӗтӗртмелле?
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
«Хуҫа — манӑн тӑван, ун патӗнче ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах вӑй хума юрать пулӗ тенӗччӗ», — тӳрре тухнӑ сутуҫӑ.
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Ира ҫырӑва илсе, мана тав тумасӑрах, каялла утрӗ.
Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
6. Ҫавӑн пекех Давид та ӗҫне тумасӑрах Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна телейлӗ тет: 7. «йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ; 8. ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» тет.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӗненсессӗн, этем саккун хушнисене тумасӑрах тӳрре тухать тетпӗр эпир.28. Ибо мы признаем, что человек оправдывается верою, независимо от дел закона.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех тӳнтерсе янӑ та ӑна нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.И бес, повергнув его посреди синагоги, вышел из него, нимало не повредив ему.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫав вырӑнтан ҫичҫӗр аллӑ стади кайсассӑн, вӗсем Харак ятлӑ хулана, тувиинсем тенӗ иудейсем патне ҫитнӗ; 18. анчах унта Тимофее тӗл пулайман, лешӗ, нимӗн тумасӑрах, ку ҫӗршывран тухса кайнӑ, ҫапах та пӗр вырӑнта питӗ вӑйлӑ хурал хӑварнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пациентсенчен чылайӑшӗ сывалнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫулччен нимӗн тумасӑрах пурӑнма юрать тесе шухӑшлать.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№