Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулти the word is in our database.
тулти (тĕпĕ: тулти) more information about the word form can be found here.
Ӑна тулти япала ҫеҫ, тулти сӑлтав ҫеҫ ҫӗклет пулсан, вӑл час иртсе каять тата пурнӑҫӑн пӗр пӗчӗк енне ҫеҫ тивет.

Если оно возбуждается исключительно внешним предметом, внешним поводом, оно мимолетно и охватывает только одну свою частную сторону жизни.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫӗленсен тулти тата вӑтам хӑлхи, ҫавӑн пекех параппан ҫурхахӗсем ҫук.

У змей отсутствует наружное и среднее ухо, а также барабанные перепонки.

Пӗтӗм тӗнчери ҫӗлен кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Кунта ҫӗр ӗҫӗсем ирттернӗ, брусчаткӑна улӑштарнӑ, тротуарсем тунӑ, тулти ҫутта юсанӑ, клумбӑсене ҫӑлтӑр пек туса хитрелетнӗ, пӗчӗк архитектура формисем тунӑ.

Help to translate

Пушкӑртра 123 общество территорине ҫӗнетеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... te-3853316

— Ав, расписани тулти алӑк ҫумӗнчех ҫакӑнса тӑрать, — тавӑрать техничка.

Help to translate

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Тулти алӑк шалтлатса хупӑнчӗ.

Help to translate

Путевка // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Конкурс ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ чух сутуҫӑсем хальхи технологисене алла илнине, халӑх ыйтӑвӗсемпе тивӗҫлӗ ӗҫленине, тавар ассортименчӗ пуяннине, лавккан шалти е тулти юсавлӑхне, тупӑш шайне шута илнӗ.

Help to translate

Конкурсра ҫӗнтернӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %d0%bde-5/

Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача ашшӗ, больницӑн тулти пӳлӗмӗнче пӗрре ларса та, тепре тӑрса та, пӗрре утса та, тепре юпа пек хытса та пӑхаканскер, хӑйне валли вырӑн тупаймасӑр, тӑсланкӑ шофер сӑнне куҫӗ умӗнчен хӑваласа яма тӑрӑшать.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Атя тулти пӳртӗре тухса туртар.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулти пӳрте тухса, хӗрсем ташша ячӗҫ, такмакласа ташларӗҫ:

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ярах уҫӑлчӗ алӑк, тулти пӳрте ҫутӑ ӳкрӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ваҫук алӑка уҫсанах пӳртре хӗрсем шавлӑн калаҫни илтӗнчӗ, тулти пӳртре милӗк шӑрши килет.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Елина аппи тӳссе тӑрайман, тулти алӑк хупӑнсанах ахӑлтатса кулса янӑ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хвекла, шалти пӳрт алӑкне хупса, тулти пӳртӗнче вӑрахчен тем мӗштӗртетрӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулти пӳртре атӑ сасси илтӗнсен, тем сиснӗ пек, чӗри кӑртах турӗ ун.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑвӑн упӑшкуна паллайми пултӑн-им? — хытӑраххӑн каласа хучӗ тулти ҫын.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, тулти пӳрте тухса, сӗтел ҫинчи лампӑна ҫутрӗ, шӑлаварне тӑхӑнчӗ, малалла мӗн пуласса урай варринче ҫара уранах кӗтсе тӑрать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалти пӳлӗмӗнче мелникпе арӑмӗ пурӑнаҫҫӗ, тулти пӳрчӗ — килен-каянсем валли.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗ шала кӗрсе ҫӳрес те ҫук-ха — ӗҫме-ҫимелли йӑлтах тулти пӳртре.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укань пӳрт алӑкне уҫнӑ чух Кулюкка, тулти укҫа чӳлмекӗсене тупса, тӗрӗслесе ларатчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврӑнчӗ те тулти ӗҫе кӳлӗнчӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed