Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулса (тĕпĕ: тул) more information about the word form can be found here.
Вӗренӳ институчӗн 180 ҫын вырнаҫтарма пултаракан аудитори пӗр самантрах тулса ларчӗ.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Сирӗн чӗрӗрсем ҫак сӑваплӑ кунӑн ҫутипе тата ӑшшипе тулса пуянланччӑр.

Пусть ваши сердца наполнятся светом и теплом этого святого дня.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Герасим Федотовичӑн куҫ хупанкисем чӗтренчӗҫ, тӑнлавсене юн тулса ыраттарчӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл тулса тӑкӑнас пек тӑракан тинӗс-ҫке!

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна илтсен, карчӑкӑн та ҫилли тулса тӑкӑнас патне ҫитрӗ курӑнать.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗтӗм Чӑваш ҫӗршывӗ — тулса тӑкӑнас умӗнхи тирӗк.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, хура халӑх ҫилли тулса тӑкӑнать.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн сасартӑк ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫума тытӑнчӗ, часах ҫырмасемпе кӳлӗсем тулса кайрӗҫ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ тени хӗр ушкӑнне Вӑтанмасӑр ҫулӑхать, Хӗрӗсен те ун пек чухне Кӑмӑл тулса улӑхать.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Укҫа пухмачӗ хӑвӑрт тулса пычӗ.

Help to translate

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Унтан пӗтӗм площаде тулса тӑтӑмӑр.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Мӑр-р-р-рк!» — хуравларӗ Катя, катаранах куҫӗпе пирӗнпе еккине ярса сывлӑхлашса, кӑмӑлӗпе тулса тӑкӑнса, вара хӑй те вырӑнтан ҫӗкленчӗ те, хӳрине выляткаласа, пире хирӗҫ васкарӗ.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Кӗҫех ҫӗр грамм кӗрекен кӗленче черккесем чӑр-р-р! юхнӑ эрехпе, икҫӗр грамм кӗрекен полиэтилен стакансем шӑпӑр-шӑпӑр-шӑпӑр «сикнӗ» сӑрапа чӑп тулса ларчӗҫ.

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Чӗрем ҫурхи юр шывӗ пек тулса килчӗ, кӑкӑрӑм шӑнӑҫайми савӑнӑҫпа чыхӑнса ларчӗ, ҫунат сарса, кӑртлатса тапма пуҫларӗ: «Невушлӗ манӑн анчӑкӑм???»

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ытти пӗрхӗмсемпе тӑванла ытамлашса, чӑмӑртанса, хӑй виҫине тулса хӑпарса, хӑйне кукӑр-макӑр ҫул хывса, пӗрре сике-сике, тепре васкамасӑр, йӑрӑлтатса, ярӑмласа юхса анать вӑл дебаркадер кӑшкарӗ тӑрӑх.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ушкӑн варринче йӑрӑс пӳллӗ, клеш шалавар, тӑрӑнчӑк ҫухаллӑ шурӑ лавсан кӗпе тӑхӑннӑ кервен ҫамрӑк «пӑрҫа урапипе» чӑк тумланнӑ, ҫивӗтне симӗс лентӑпа ҫивӗтлетнӗ, ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе тулса якалнӑ нар питлӗ (вӑрман витӗр тухнӑ чух пилеш сапаки ҫапӑннӑ-ши?) тӑпӑл-тӑпӑл хӗр пӗрне-пӗри чунӗсене уҫса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Зал ирхи хӗвел мулкачисемпе лӑках тулса ларнӑ: ҫап-ҫутах.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чун-чӗре тинех лӑпланчӗ, шиклӗхе, мӗскӗнлӗхе сирсе, вӑл савӑнӑҫ, мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе ҫунатланса илчӗ, хӑюлӑх шерпечӗпе тулса ларчӗ, ача чухнехилле, тӑван анне ытамне пашлатнӑн туйса, ачашланса йӑшассӑм килчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пыл хурчӗсем вара хӑйсен тулса тӑкӑнакан телейне пӗр ҫемӗллӗ, кӗске, чечекпе чечек хушшинчи сӗрлевӗпе «юхтара-юхтара, сапала-сапала», этемшӗн пархатарлӑ, ырми-канми, вӗҫӗмсӗр тӑрмашӑвӗпе хӗрпе каччӑпа хӗрӳ тупӑшӑвах тухнӑ, тейӗн.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Килкарти хапхине асӑрхануллӑн уҫса, ӑмӑрткайӑк кӑмӑлӗ-туйӑмӗпе тулса тӑкӑнакан Павӑлпа ирхи сывлӑм сыпнӑ чечек пек именчӗк хӗр шӑкӑртах пуҫтарнӑ картишне кӗрсе тӑчӗҫ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed