Шырав
Шырав ĕçĕ:
Повестка ҫыр, — терӗ те чекист, кӑмӑлӗ тулнӑскер, аллисене сӑтӑркаласа илчӗ, унтан хӑйӗн хваттерне тухса утрӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Аня, юрату телейӗпе тулнӑскер, Кольӑна ҫапла каланӑччӗ:
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Унтан автомобиль ҫил хӑвӑртлӑхӗпе малалла вирхӗнчӗ; Гервака никам та чӑрмантармасть — ыйтусемпе те, канаш-сӗнӳпе те; вӑл хӑй те чӗмсӗр — сивлек те тӗшӗсӗр йӗкӗлтевпе тулнӑскер, анчах ҫак туйӑма никам та тӗшмӗртмест.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Горн пӗрре хӳтлӗхсӗр чӳрече еннелле пӑхать, тепре алӑка сӑнать; ҫиелтен лӑпкӑ пек, анчах тилӗрӳпе тата хавхапа тулнӑскер.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫӗкленчӗк кӑмӑл-туйӑмпа тулнӑскер — сунарҫӑ вӑрмана тӗпчекен тискер кайӑк иккӗленӳсӗрлӗхӗпе, йӗри-таврана вичкӗннӗн тӗмсӗлсе утать; шӑтӑк-путӑк айккине иртет, лианӑпа йӗплӗ акаци танатисен хушшинчен хӑш тӗлтен тухмаллине пӗрре тинкерсех палӑртать, мӗлкесен уҫӑмсӑрлӑхне инстинкт шайӗнче виҫсе хаклать, вӑхӑт-вӑхӑтӑн компасне пӑха-пӑха тӗрӗс ҫулпах пыни-пыманнине тепӗр хут ҫирӗплетет.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ку — шупкаланнӑ кивӗ ҫыру, ҫепӗҫ те вӗри сӑмахсемпе, юратупа тулнӑскер… — унӑн аллипе, унӑн почеркӗпе шӑрҫаланӑскер, вӑл кӑмӑлланӑ симӗсрех хут ҫинчи ҫыру, Мария Клера адресланӑскер…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Ҫыран хӗрринчи хӑйӑр, уйӑх ҫутипе тулнӑскер, тӗлӗрекен шывӑн вӑрттӑн йӑлтӑртатӑвне куҫать, тата малалла вара тепӗр енчи ҫыран пӑтранӑвӗн ҫӗкленӳллӗ, чӗмсӗр тулли ӗлкисемпе пӗрлешсех каять.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Типӗ чӗрене — вилӗме те, вилӗмсӗрлӗхе те тӑшманла чӗрепе, тӗшмӗшле туйӑмсемпе тулнӑскер, килӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ, ытлашши мӑнаҫлӑ хӑш-пӗр ҫыннӑн ӑнланмалла мар ӗҫӗсемшӗн вӗчӗрхеннӗ Ганэль йӗнерӗ ҫине улӑхса ларчӗ, малалла — паллӑ мар юхан шыв ҫыранӗ патнелле — ҫул тытрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ывӑннине манса вилӗм вӑййин хӑрушӑ курӑмӗпе тулнӑскер — Ганэль куҫӗсене хӑрушла тӗтӗм пӗлӗчӗсенчен куҫармасть; акӑ унран сылтӑмарах Фиас карабинӗ хуравларӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ылханлӑ вӑрман, ултавлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ капӑрлӑхпа, вӑрттӑн калаҫусемпе, чаштӑртатусемпе тата хӑрушлӑхсемпе тулнӑскер, Ганэле сехӗрленӳ кичемлӗхӗпе пӑвать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Дарль умӗнче, кивӗ сӑран кресло ҫинче, мӑнтӑр старик ларать: минтерсенчен тӗршӗннӗ, аллинче — ҫӳхе туя, пӗр куҫне хӗснӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, хаяррӑн тӑртаннӑ куҫ харшисен айӗнчен сарӑ-хӑмӑр куҫӗсем чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ: сулахаййи — ҫурма уҫӑ хушӑкӗнчен сивлеккӗн, наркӑмӑшлӑ йӑлтӑрккапа тулнӑскер; сылтӑмми вара — тӑшман ҫине пӑхма уҫнӑскер — шӑтарасла, куҫ харши айӗпе, кӑштах йӗкӗлтевлӗн тата ырӑ маррӑн ҫӗкленсе.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Ҫырантан вӗрекен ҫил, вӑрманӑн ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗкӗпе тулнӑскер, хӑлхапа ӳпкене кӗресшӗн; урасем патне, питрен сӗртӗне-сӗртӗне, чечекленекен туратсемпе курӑкӑн курӑнми ҫӗклемӗсем ӳкеҫҫӗ тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл, куҫас килнин чӑтӑмсӑр ӑнтӑлӑвӗпе тулнӑскер, сиксе тӑчӗ, кӗсменне йӑтса ӑна пуҫӗ ҫийӗн урса кайса ҫавӑрттарчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Лейтенант палуба ҫине тухрӗ, йывӑр ыйхӑллӑ ытараймилӗхпе тулнӑскер — этем чунӗ пек ҫирӗп те вӑрттӑн ҫыранӑн тӗттӗм кӳлеписене нумайччен, шухӑшсӑр сӑнарӗ.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Грэй хӑйӗн янӑравлӑ чунӗнче нимӗнле иккӗленӳ пуррине те — канӑҫсӑрлӑхӑн вӑрттӑн сӗмне те, вак шухӑшсен шавне те туймасть; сӑмахпа каласа уҫӑмлӑн хак пама май ҫук шухӑшсемпе тулнӑскер — илӗртӳллӗ тӗллевӗ патне вӑл парӑс пек лӑпкӑн ӑнтӑлать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Бакборт айӗнчен тата бушпритран ҫӳлерех тӗтреленсе курӑнакан парӑс, тинӗсӗн тилӗрчӗк вӑйӗпе тулнӑскер, хӑйӗн пӗтӗм капмарлӑхӗпе хум урлӑ каҫса тӳрленме, кайран вара тӗпсӗрлӗхелле тайӑлса карапа ҫӗнӗ хум катрамӗ ҫине ывӑтма хыҫалалла ӑнтӑлса карӑннӑ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫак пӗчӗк тӗксӗм пӳлӗм, музейсен сӑпайлӑх кӳрекен сулхӑнӗпе тулнӑскер, тӗнчере керменсемпе небоскребсенчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе тӑнӑн туйӑнать.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑйне чыс тунипе кӑмӑлӗ тулнӑскер, вӑл, феерверкерпа барабанщик хушшинче палла тухас тесе, иккӗшинпе те шӳтлесе калаҫма тытӑнчӗ.
22 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫӗр каллех чечекленӗ, хӗрри таранах илемлӗхпе тулнӑскер, вӑл таса та ҫав тери илемлӗ пулӗ.Земля снова зацветет, снова чистая, великолепная, до краев налитая богатством.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Инҫетрех те мар пӑрахут кӑшкӑртса янӑ та, ҫынсемпе тулнӑскер, ҫырантан уйрӑлса кайнӑ.Невдалеке свистнул пароход и отбежал от берега, нагруженный народом.
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
- 1
- 2