Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туллиех (тĕпĕ: тулли) more information about the word form can be found here.
Сулагаев хура сумкинчен тумбочка туллиех панулми пушатрӗ:

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Начарах ҫырман — «Турӑ пани» пур пулас: япалинче кулӑш тени лав туллиех.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эрне иртрӗ-и е ытларах-и — Тарановӑн чӗри туллиех ӳкӗнӳ туйӑмӗ капланчӗ те телефонпа яла шӑнкӑравласа Петр Васильевичпа калаҫрӗ:

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь те вӑл автобусра хӑй тӗлӗнчи чӳречене пӑртак уҫса пуҫне тулалла чалӑштарнӑ: капла уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллиех сывлатӑн.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эсир ахалех шикленетӗр, чӑвашӑн аташса каймалӑх вӑрмансем туллиех.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Чӳрече патӗнче пружинлӑ кравать пур, кравать пуҫӗнче чӗнтӗрпе витнӗ тумбочка тӑрать: тумбочка ҫинче хаклӑ альбомсем, ҫав альбомсенче туллиех сӑнӳкерчӗксем.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ялта туллиех палламан вӗт-шакӑр чупса ҫӳрет, мана тӗрмене лартнӑ чухне вӗсем ҫуралман та.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӗсем, хашкасан та аптраманскерсем, ӗмӗр-ӗмӗр сыв пуласси тата ӗмӗр-ӗмӗр пур пуласси пирки Герасим Федотович пӗрре те иккӗленмерӗ, мӗншӗн тесен халь вӑл вӑхӑтлӑха тӑван ялӗнче пулса курнӑ май, Урпашра та вутчуль пуррине чӗре туллиех, ӗмӗрлӗхех туйса илчӗ.

Help to translate

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улькка пӗчӗк ӗҫкӗ-ҫикӗ пулать терӗ те, анчах хӑна-вӗрле пӳрт туллиех пухӑнчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркашӑн интересӗ вара катка туллиех.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юлташсем ырӑ сунни мана чӗре туллиех хавхалантарчӗ: фельетона нихҫанхинчен витӗмлӗрех ытларахчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Унӑн арӑмӗпе хӗрӗ пирки вара факт тени ман туллиех.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫамрӑксем клуб туллиех, вӗсем пурте лектор калаҫнине тӑнлаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Сирӗн кунта вут-шанкӑ кил карти туллиех — виҫӗтӑватӑ ҫула та ҫитмелле.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Туллиех.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун килӗнче туллиех ҫав тымарсем.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук, ҫук, Борис, эсӗ ҫамрӑк, хӑвӑн та ачусем туллиех пулӗҫ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Кунта каҫхи уҫӑ сывлӑшпа сывлама тухнӑ ватӑсем те, пӗр-пӗринпе ыталанса утакан ҫамрӑксем те, Миколӑпа Сима пек калаҫмасӑр пыракансем те туллиех.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Залра халӑх туллиех.

Help to translate

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл, колхоз пахчинчен таврӑнатчӗ пулас та, хупах ҫулҫисенчен хыр йӗппипе тиркелесе тунӑ миххе, туллиех кишӗр тултарнӑскере, ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хума питӗ тӑрӑшатчӗ, анчах миххи унӑн, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле йӑвалана-йӑвалана кайса, тачлаттарса-нӑчлаттарсах ҫӗре ӳкетчӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed