Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ҫемҫен тухакан сассинче вут-хӗм ҫав тери нумай, анчах ҫав вут-хӗме чӗрӗлсе ҫулӑмланмалӑх халлӗхе вӑхӑт килсе ҫитмен пек туйӑнса тӑрать.Мягкий голос, казалось, таил так много нерастраченного огня, которому еще не пришло время вспыхнуть.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Чӗре витӗр пӑшатанпа чикнӗнех туйӑнса кайрӗ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Хӑйӗн умӗнчи таса та пуян ҫи-пуҫлӑ учитель, пӗчӗк ҫеҫ хура мӑйӑхлӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ, чипер сӑнлӑ ҫамрӑк ҫын, ҫур сехет каялла пачах ют пулнӑскер, халӗ Кирука чи ҫывӑх ҫын пек, ачаран пӗлсе ӳснӗ тӑван пек туйӑнса кайрӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Халиччен илтмен сӑмахсем пупа саламатпа ӑшаланӑ пекех туйӑнса кайрӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк бурлака: «Атте!» тенӗнех туйӑнса кайрӗ те, вӑл ирӗксӗрех чарӑнса итлерӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сантӑр ӗнер Мавра каланисене аса илчӗ те, уншӑн пурте паллӑ пек туйӑнса кайрӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл пырса кӗни Маврашӑн ыр-усал сиксе тухнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула чӗрине темле шӗвӗр япалапа тӑрӑнтарнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хальччен тӳре-шарасем умӗнче тӑрса курманиипе ӑна темле кичем пек туйӑнса кайрӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унӑн ҫинҫе те чӑлт-шурӑ пирне таҫта тусанпа хӑрӑм ҫине пӑрахнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Йӗкӗт ҫакна асӑрхарӗ-ха, хӑйне те темле аван мар туйӑнса кайрӗ, ҫапах та йӑпатса лӑплантарма хӑюлӑх ҫитерчӗ ҫитерчех.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн кӑйкӑрӑнни пек вичкӗн куҫӗсене курсан, вӑл никама пӑхӑнми ҫирӗп те хаяр кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнса каять.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫип-ҫинҫе те тем ҫӳллӗш минаретсем, кремльти шӗвӗр вӗҫлӗ башньӑсем, айккинчи тӗссӗр хуралтӑсем пӗтӗмпех вӑрҫӑ валли тунӑ ҫуртсем пек туйӑнса тӑчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӗвел пӑхнӑран-тӑр, Иливана ҫав хут ҫумне элмен пурҫӑн хӑюпа ҫыхнӑ ылтӑн пичет вут пек ялкӑшса илнӗн туйӑнса кайрӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӗр ача ӑна хӑй халиччен пӗлнӗ хӗрсенчен такамран та хитре пек туйӑнса кайрӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫав пӗркун калаҫнӑ старик те ӑна аслашшӗ пекех туйӑнса тӑрать.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Акӑ пирӗн килте хӗрарӑм алли пур пекех туйӑнса кайрӗ, — терӗ пӳрт тирпейленнине асӑрханӑ Офоня Хлебник.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл калаҫни куштан ҫын тарӑхса пӑрҫа акнӑ пек туйӑнса тӑчӗ — сапать-сапать те чарӑнать этем, сапать-сапать те чарӑнать, пӑрҫи пӗр ҫӗре йӑвӑ Ӳкет, тепӗр ҫӗре пачах ӳкмест.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Повар сӑмахӗсем чӗрене ҫӗҫӗпе каснӑ пекех туйӑнса кайрӗҫ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.