Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйӗн юратушӑн ҫунакан ҫамрӑк чунӗнчи туйӑмсене юлташӗсене пӗрре те систермен, мӗншӗн тесен, вӑл ӗмӗрте ҫапӑҫӑва кӗрсе тухман козак хӗрарӑмпа юрату ҫинчен шухӑшлама вӑтаннӑ, ӑна чыссӑр япала тесе шутланнӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Халӑх вӑйӗпе тунӑ пурлӑха, пуянлӑха, пирӗн малашнехи ҫутӑ ӗмӗтсене, чӗрери таса туйӑмсене халӗ пӗтӗмпех хӑрушӑ вилӗм юнаса тӑрать.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир те вӗсен умӗнче парӑмра юлмастпӑр, хула хӗрринче пӗр-пӗр «кадюк» тӗл пулсанах хамӑрӑн алӑсене те, туйӑмсене те самаях ирӗк паратпӑр.Мы тоже не оставались в долгу и, если на окраине попадался кадюк, давали волю кулакам.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анчах вӑл ҫав йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерчӗ те чӑрсӑррӑн пӑшӑлтатса илчӗ:
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Туйӑмсене хӑвна ярса илме ирӗк парсан, вара ҫырсах хур: пӗтрӗ!
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл, эпӗ ҫакӑн ҫинчен каларӑм ӗнтӗ, хӑйпе шӑллӗ, ашшӗ е йӑмӑкӗ хушшинче ҫепӗҫлӗхсем пуласран хӑранӑ пек тӗнчере урӑх нимрен те хӑрамасть, тата, туйӑмсене кирек мӗнле палӑртассинчен те пӑрӑнса, тепӗр енчи чикӗрен тухса каять, хӑйне ытла сиввӗн тытать, ку сивӗлӗх унӑн сӑлтавне ӑнланман ҫынсене час-часах хытӑ кӳрентерет.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтан мана виҫҫӗмӗш пулас ӗмӗт татӑлни, унтан экзамена вуҫех параймасран хӑрани асаплантарчӗ, юлашкинчен ҫакӑн ҫумне тӗрӗсмарлӑха ӑнкарнин туйӑмӗ, кӑмӑл кӳренӗвӗ тата тивӗҫсӗртен мӑшкӑл тӳсни хутшӑнчӗ; кунсӑр пуҫне, хамӑн ӑнланусем тӑрӑх, профессор comme il faut шутӗнчи ҫын пулманшӑн эпӗ ӑна курайманни, — ҫакна эпӗ унӑн кӗске, ҫирӗп те ҫаврака чӗрнисем ҫине пӑхса пӗлтӗм, — ҫав туйӑмсене пушшех вӑйлатрӗ, йӳҫӗрех турӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара эпӗ ӑна йӑлтах каласа патӑм, хамӑн мӗнпур чаплӑ туйӑмсене уҫса кӑтартрӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑри кӗнекене пӑрахмасӑр, урай хӑмисен хушӑкӗ тӑрӑх кӑна пусса пыма тӑрӑшса, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ, е мӗнле те пулин тӗлсӗр-йӗрсӗр кӗвве тӑснӑ, е сӗтел хӗррине чернилпа варласа ларнӑ, е тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсене пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр темиҫе хут каланӑ самантсенчен пӗринче — пӗр сӑмахпа, ӗҫлесшӗн мар пулса тӑнӑ ӑс-хакӑл, туйӑмсене парӑнса, асра юлмалли сӑнарсем шыранӑ минутсенчен пӗринче эпӗ класс пӳлӗмӗнчен тухрӑм та пӗр тӗллевсӗр пусма тӑваткӑлне антӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗрене хуйхӑ кӑна тултарса тӑманнипе эпӗ хама курайми пултӑм, ытти туйӑмсене пытарма тӑрӑшрӑм; ҫакна пула эпӗ чӑнласа мар, ячӗшӗн ҫеҫ хуйхӑрнӑ пек пулса тухрӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Туйӑмсене палӑртни ачалла хӑтланнине кӑтартать имӗш, кам ҫавӑн пек тӑвать, унӑн ача ӑсӗ кайса пӗтмен шутланатчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйне аван мар пулнине туйрӗ вӑл, ӑна намӑс пулчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах унӑн пӗтӗм чун-чӗри ҫак туйӑмсене хирӗҫ тӑчӗ.Ему было стыдно и неприятно, но что-то протестовало в нем против этого чувства.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ыттисем, туйӑмсене ҫакӑн пек палӑртнине курма хӑнӑхманнипе именсе, аяккалла пӑхрӗҫ те тата хытӑрах, шавлӑрах калаҫма тапратрӗҫ.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн сӑнӗ вӑл ним тума пӗлменнине, хӑранине, пӑлханнине палӑртса тӑчӗ, анчах майӗпе улшӑнса пычӗ, урӑх туйӑмсене палӑртма пуҫларӗ.И на его лице недоумение, испуг, тревога понемногу словно таяли, сменяясь каким-то новым выражением.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Антон Семенович тарӑхни ҫав тери чӗререн тухса тӑратчӗ те, пирӗн ӑшӑмӑрта чи лайӑх, этемле туйӑмсене ҫурататчӗ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫав туйӑмсене палӑртса, вӗсене ҫӗклентерме ҫав тери ӑстаччӗ.Он удивительно умел и увидеть это человеческое и призвать его к жизни.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ хама, хамӑн туйӑмсене тӗрӗслерӗм.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Ка-те-рина Иван-на!» — терӗ кӑна Петька, сӑмахӗсене юрланӑ пек тӑсса, анчах ҫак сӑмахсем нумай туйӑмсене систерчӗҫ.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫамрӑк князь вӗренме юратман, сӳрӗк ача пулнӑ, уроксем вӑхӑтӗнче анасласа, ҫӑварне карса ларнӑ; питӗ те ырӑ кӑмӑллӑскер, пур туйӑмсене те парӑнаканскер, вӑл сӳрӗк пулнӑ, унӑн ӑсӗ пӗр хускалмасӑрах ҫывӑрнӑ-ха, вал хӑҫан та пулин кайран вӑраннине те пӗлместӗп эпӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Туйӑмсене парӑнса пурӑнакан ытти пур ҫынсем пекех, Степан Степанович хуҫалӑхӑн материальнӑй енӗпе аппаланма юратман; вотчинӑна старостӑпа повар тытса тӑнӑ; улпут патне ҫитме ҫӑмӑл пулман; кам та пулин ун патне ҫитме мел тупсассӑн та, ытлашши сӑмах персе ярасран хӑранӑ, мӗншӗн тесен улпут пӗтӗмпех горничнӑйсене каласа кӑтартнӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.