Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тетей хӑйне тирпее кӗртрӗ.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хваттере тирпее кӗртрӗмӗр, ҫимеллисем хатӗрлерӗмӗр.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хӑйӗн асӗнче Укка Микулая ҫӑвӑнтарса, тумлантарса, тирпее кӗртсе пӑхнӑ та — чипер йӗкӗтех-ҫке вӑл, вӑрттӑн Микулай, тесе шухӑшланӑ.если Мигулая приодеть, причесать, кроле неплохой жених получается!
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пурте кӗпи-йӗмӗсене ҫуса тасатса тирпее кӗртрӗҫ, ҫӗтӗк тумтирсемпе атӑ-пушмаксене сапласа тӳрлетрӗҫ.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Рудневпа иксӗмӗр чи пуҫламӑш хут генерал формипе тумланни партизансене те хӑйсен ҫи-пуҫне ытларах тирпее кӳме хӗтертрӗ.Когда я и Руднев впервые надели её, это сразу сказалось на внешнем виде всех наших партизан.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӑйӗн шукӑль тумӗпе хӗр мана: акӑ кур, Мӗнлерех эпир, тесшӗн пек, ҫул ҫинче ӑна эпӗ, тирпее чухламан евӗр, йӑпӑх-япӑх сараппанпа та шӑлаварпа ҫӳрерӗм, чӑннипе вара эпир вӑн еплерех, кур, курса савӑн!
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Лейтенант Бездоля патне шуса ҫитрӗ, вӑхӑтлӑха вырнаҫнӑ окопра, мӗнпурӗ те икӗ сехет хушши анчах канонада вӑхӑтӗнчех пулнӑ пулсан та вӑл кунта пурне те тирпее кӗртме ӗлкӗрнӗ: ҫӳлексем чава-чава тунӑ, унта вал табак хутаҫҫине те, чӗлӗмне те, гранатӑсене те майласа хунӑ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Обществӑлла вырӑнсенче ҫын ҫук чухне е туалетра хӑвна тирпее кӗртме юрать.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тирпее анлӑрах ӑнланмалла: ку вӑл пирӗн килти тата йӑла-йӗркери культура.
Кулленхи пурнӑҫ тирпейӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Килӗнчен тухма хатӗрленсе хӑйне тирпее кӗртме тытӑнчӗ.И, собираясь выйти, он быстро стал приводить себя в порядок.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бойчоран ӑна пӗр ӗмӗр уйӑрса тӑрать тейӗн ҫав, вара, вӑхӑтне мӗнле те пулин кӗскетесшӗн пулса, вӑл пӳлӗмне тирпее кӗртсе аппаланчӗ, ҫӳҫне якатса турарӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Гинка та унта кӗме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, вӑл хӑйне васкаварлӑн тирпее кӗртрӗ, ашшӗ кӑшкӑрашса тӑнипе хапха умне халӑх пуҫтӑрӑнма тытӑннине асӑрхарӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Им-ҫам савӑт-сапине, тӗрлӗрен порошокӗсене медицина кӗнекисемпе пӗрле нимӗн тирпее кӗртмесӗрех шкапне пӑрахнӑ та, унта ун фармакопейӑна вӗренмелли кӗнекисене ҫуррине ытла шӑши вуларӗ пулинех.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӗркуҫленсе те ларать, ятлать те, хӑйне тата пӗр тирпее пӗлмесӗр тыткалать!И бросается на колена, и бранится, и держит себя без всякого приличия!
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ халь, ачасем пӳрт-ҫурта тирпее кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха, амӑшӗ алӑк урати урлӑ ярса та пусрӗ, тӗлӗннипе кӑшкӑрса ячӗ — пӳртре ним латти те ҫук.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунта ӗнтӗ тахҫан Катьӑпа иксӗмӗр Ленинградра епле майпа ҫуртӑмӑра тирпее кӗртме ӗмӗтленни ҫинчен шухӑшлама та юратчӗ.Здесь можно было подумать даже о доме, который мы с Катей собирались некогда устроить в Ленинграде.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иван Павлыч эс килессе пӗлтерчӗ те кӑштах тирпее кӗртес терӗм.Я уже немного прибрал, когда Иван Павлыч сказал, что ты приедешь.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Володарский урамӗнчи букинист патӗнче эпӗ сарӑхса та ҫуркаланса пӗтнӗ вырӑсла-испанла словарь туянтӑм, ӑна тирпее кӗрттерсе кӗнеке тутартӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сашӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен леҫнипе пӳлӗме тирпее кӗртме ӗлкӗрейменшӗн айӑп ан тӑвӑр терӗ те Петя, эпӗ хамран хам вӑтантӑм, пӳрт-ҫурта тирпейлес вырӑнне ухмах пек тӑра паратӑп чӳрече умӗнче…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Миша, — терӗм эпӗ, вӑл тирпее кӗрсе, якалса, духисемпе сапӑнса килнӗ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ кӑвак костюмпаччӗ хӑй, ӑна эпӗ курманччӗ-ха, — эпӗ кунта сирӗн пӗтӗм ҫырӑвӑрсене ответ пама килтӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2