Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтрӗ (тĕпĕ: типӗт) more information about the word form can be found here.
Тӑрас килмесӗр ура ҫине тӑчӗ Ҫимун, аллине умӗнчи пир саппунпа шӑлкаласа типӗтрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мария Тимофеевна, сӳс тӳме чарӑнса, шӑпӑртатса аннӑ куҫҫульне шӑлкаласа типӗтрӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кала Архип Григорчча: Откан савӑнчӗ, те — ҫамки ҫинчи пӑчӑр-пӑчӑр тарне питшӑллипе типӗтрӗ утарҫӑ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мавра ларчӗ, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Турӑ тиркештертӗр сана, ани… — хуравларӗ Кӗтерук, хӗрачине сӑпка ҫинчен илсе кипкине салатрӗ, айне типӗтрӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Питне-куҫне ҫурӗ, кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, вара хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнса кӗлтурӗ те Науҫҫа урамне таврӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑтран Ҫтаппан хӑйне хӑй алла илчӗ, куҫне шӑлса типӗтрӗ те Анук еннелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑннӑ Иннокентий ҫавӑнтах шӑл катӑкне тӗплӗ, асӑрханса ҫуса типӗтрӗ те «Момент» клейпа ҫыпӑҫтарса хучӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӗветӗр тӗтӗмпе хӗрелнӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ те малалла каларӗ:

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ним те пулман, — чышкипе сӑтӑрса типӗтрӗ вӑл куҫҫульне, — чун кӳтсе килнипе чӑтаймарӑм.

Help to translate

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пулман ҫакӑ, — Ваҫиле тутӑр хӗррипе куҫӗсене типӗтрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑм пичӗ ҫинчи куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майор урамрах сыпкӑм хыҫҫӑн сыпкӑм лӑнкӑртаттарма пуҫларӗ, чыхӑнса кайрӗ, куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ, ыйтрӗ:

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Нимех те мар, куҫа ҫӳпӗ кӗчӗ, ҫавӑ ҫеҫ… — питне ал тупанӗсемпе сӑтӑрса типӗтрӗ хӗр, анчах та куҫҫулӗсем, юри тенӗ пек, тата та вӑйлӑрах шӑпӑртатма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Куҫҫуль? Ӑҫтан?» — хӑвӑртрах амӑшӗ куриччен шӑлса типӗтрӗ вӑл питне.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тихон Иванович ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те ҫамки ҫинчи тарне юр пек шурӑ тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл каткана сарайран анатарах йӑвантарса куҫарчӗ, ӑшне курӑкпа шӑлса типӗтрӗ, унтан катемпи ҫинчен сӳсе илнӗ кӗпене катка ӑшне тирпейлӗн сарчӗ те анчӑка унта янӑ хыҫҫӑн, амӑшӗн те йӑвана кӗрсе выртасса кӗтсе илсе, пахчаран тухрӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed