Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивни (тĕпĕ: тив) more information about the word form can be found here.
Юратса пӗрлешнӗ, венчет тӑнӑ, 3 ача тӗрӗс-тӗкел ӳстернӗ хыҫҫӑн ватлӑхра ҫакнашкал нуша тӳсме тивни, ҫемье ятне яни хӗрарӑма питӗ пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Участоксенче ҫын нумай пулнӑран черетре тӑма тивни те суйлавҫӑсен кӑмӑлне хуҫмарӗ.

Help to translate

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ведомство специалисчӗсен аудичӗ, «вӑрттӑн» пациентсен хутшӑнӑвӗсем тата министерство ертӳлӗхӗ сиплев организацийӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхпа тӗл пулни чылай ҫитменлӗхе тупса палӑртрӗ: пациентсем регистрацие телефонпа шӑнкӑравлайманни, йышӑну черетӗнче нумай кӗтме тивни, поликлиникӑри тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн Красин урамӗнче вырнаҫнӑ офисӗнчи условисем чылайӑшне тивӗҫтерменни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӑха регион тӗп хулине инҫе ҫитме тивни пӑшӑрхантарнӑ.

Народ обеспокоился тем, что в столицу нового региона придется далеко добираться.

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

Ыйтӑва суд урлӑ татса пама тивни те йывӑрлатать.

Help to translate

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫынсем ҫавна курнӑ, анчах ӑнланман, вӗсем Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене тивлетпе ырӑлӑх тивни ҫинчен, Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене килсе пӑхасси ҫинчен шухӑшламан та.

А люди видели это и не поняли, даже и не подумали о том, 15. что благодать и милость со святыми Его и промышление об избранных Его.

Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫав шутра — республика Пуҫлӑхне РФ Правительствин членӗсем валли палӑртнӑ чарусем те пырса тивни.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑвашсен «Хӑна юррине» ҫӗршывӑн чи паллӑ каналӗпе юрлама тивни, паллах, - сумлӑ та, яваплӑ та.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed