Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тетчӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
«Эпӗ сана Российӑна илсе каятӑп, эсӗ унта манӑн именине Рим хули пек илемлетсе пӗтерӗн, ун хыҫҫӑн эпӗ сана патша ҫарне тытса ярӑп, унта эсӗ генерал пулӑн», — тетчӗ вӑл, ӗҫме юратаканскер, кӑштах ӳсӗрӗлсенех.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

«Ан пӑшӑрхан, тусӑм, — тетчӗ вӑл ӑна, — пирӗн иксӗмӗрӗн виҫӗ алӑ, вӗсем вӑйлӑ, эпир вӗсемпе темӗнле ӗҫе те, йывӑрлӑха та ҫӗнтерӗпӗр, хамӑр телее ниҫта та вӗҫертмӗпӗр…»

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Санӑн та аҫу-аннӳ ҫук, манӑн та ача-пӑча ҫук, ҫавӑнпа эпир пӗртӑван ҫемье пулма та пултаратпӑр», — тетчӗ вӑл.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑйне вӑл пӗр чухне молдаванка, тепӗр чухне цыганка тетчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Вӑрҫӑ пуҫланиччен эпир мӑнукпа хамӑр пӳрт йӗри-тавра ҫамрӑк чие йывӑҫҫисем лартса тухрӑмӑр, — тетчӗ вӑл, мӑйӑхӗсене пӗтӗркелесе.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Папа хӑҫан килет-ши? Эпӗ ӑна пӗрре ҫеҫ курса юлтӑм вӗт-ха…» — тетчӗ вӑл час-часах.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускаври пӗр ватӑ хӗрарӑм-инженерӑн мана курсанах куҫӗсем шывланатчӗҫ, — кӗҫех макӑрса ямастчӗ, «Эсӗ каснӑ-лартнӑ ман ывӑл пекех вӗт-ха, Володя», — тетчӗ

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Хӗвеллӗ кунсен шучӗпе Иркутск иккӗмӗш Калифорни шутланать», — тетчӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нонна ӑна аппа тетчӗ, мана вара унӑн юррисене юрласа паратчӗ, унӑн юмаххисемпе савӑнтаратчӗ.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапах та «начальник» мана та манса каймарӗ, эпӗ выртакан палатӑна кашни кунах темиҫе хутчен те кӗре-кӗре тухатчӗ, госпитальре мӗн курни-илтнине чӗвӗлтетсе каласа паратчӗ, хальчченхи пекех «пичче» тетчӗ, вӑрҫӑ хӑҫан чарӑнасси ҫинчен ыйтатчӗ, ҫаплах мана ӳслӗк ересрен хӑратчӗ.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Пичче, — тетчӗ вӑл, ман сурансене ҫыхнӑ бинта пӗчӗк пӳрнисемпе тӗрткелесе пӑхса.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Ҫӗрле кӑвак хуппи уҫӑлсанах кам мӗн калама ӗлкӗрет, ҫавна тупать», — тетчӗ амӑшӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лайӑх ҫынччӗ пирӗн командир, — сассине улӑштарчӗ Ваҫук, — ватӑччӗ ӗнтӗ, те ҫавӑнпа пире «ачасем» тетчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ыйткалама кӑларса ярап!» — тетчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн атте калатчӗ: «Хӗрарӑма ӑна эрнере пӗрре ҫӳҫрен лӑскамаллах, — тетчӗ. — Унсӑрӑн вӗсен ӗнси хыҫне шуйттансем йӑва ҫавӑраҫҫӗ», — тетчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Пуян хӗрне илес вырӑнне услап чухӑн хӗрне вӑрласа килтӗн. Ята ҫӗртрӗн», — тетчӗ ӳсӗрӗлсен.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ те яланах калатчӗ: «Ҫынна нихҫан та тӳрех ан шан», — тетчӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ытлашши памастӑп, тайкаланасран хӑратӑп», — тетчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыран таврӑнатӑп тетчӗ, паянах ҫитрӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗншӗн тӗн тени ниме тӑман, кирлӗ мар ӗненӳ пулнӑ, анчах анне пире, ачисене, яланах: «Сире шкулта тем те калама пултараҫҫӗ, анчах эсир Турӑ ҫинчен нихӑҫан та, никампа та, нимӗн те калаҫса ан ҫӳрӗр», — тетчӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed