Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наркӑмӑшланнӑскер хухса пырать; нимӗн те тӑвас килменлӗхпе сӳрӗклӗх тертлентерекен чӗрӗлӗхпе ылмашӑнаҫҫӗ; вӑл сахалрах та сахалрах, кӑмӑл туртмасӑр ҫиет, унӑн пачах та хускалас килмест, мӗн пур ӗҫ тӗлӗшпе кӑсӑклӑх ҫухатать; малтанхи эрнесенчи йывӑр ыйхӑ вырӑнне кӗҫех ыйхӑсӑрлӑх, тепӗр чухне вара аташу е ӑсран тухни…
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тӳпе маччинчен перӗнсе хӗвел мӗн пур мӗлкене ӗнтсе пӗтерсен, ҫӗре ҫӳлтен тертлентерекен тӳсмелле мар шӑрӑхпа тултарса лартнӑ вӑхӑтра Горн кӳлӗ хӗррине ҫитсе тӑчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вунӑ минут та иртмерӗ — вӑл тертлентерекен тӑрӑмран тухрӗ, анчах утти тикӗсех мар-ха.Не прошло десяти минут, как он вышел из мучительного состояния, но его шаг стал неровен.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тертлентерекен ҫӑткӑнлӑх савӑнӑҫӗ хуптӗрлерӗ мана, вара эпӗ, хумханнӑран чӗтре-чӗтре, каҫӑхсах кайса — иккӗленмесӗр пӗлтӗм: ҫак каҫ хӑрушӑ пулать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫӗртен, тертлентерекен мӗлкесенчен, ӑна пӗр каҫ ҫеҫ уйӑрать.
Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кашни кунах ытларах уҫӑ сывлӑшра ҫӳренипе вӑл ҫирӗпленнӗ, пичӗ хӗрелнӗ, хӑйне тертлентерекен тата тарӑхтаракан салхулӑхӗнчен те хӑтӑлнӑ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫулталӑк ҫурӑ офицер службинче акӑ вӑл, ҫак тапхӑрта миҫе хутчен тӳссе ирттермерӗ пуль ӗнтӗ ҫакнашкал пӗчченлӗх туйӑмне, миҫе хут ҫавӑра-ҫавӑра илмерӗ пуль ӑна ют, ыр сунман е пӑч сӳрӗк ҫынсем хушшинче ҫухалса кайнине паянхи каҫа ниҫта хурса пӗтерме ҫукки — питех те тертлентерекен тунсӑхлӑ туйӑм.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Ман вырӑнта урӑххи пулсан, сире тертлентерекен туйӑм вал лайӑх, тенӗ пулӗччӗ ӗнтӗ.— Другой на моем месте стал бы уже говорить, что чувство, от которого вы страдаете, хорошо.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Нихӑшӗ те уҫҫӑн, лӑпкӑн пӑхмасть, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов, — пӗри тепринчен темле тертлентерекен пӑшӑрханупа, кичемлӗхпе чирлеҫҫӗ, ним йӗркесӗр темӗн шыраҫҫӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1