Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Хӗрача вӑл килнине пӗлсен чупса пырса ыталанӑ та: «Анне», — тенӗ.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫавӑнпах тӗрлӗ амакпа нушаланакан шӑпӑрлансен даннӑйӗсене компьютерта пӑхнӑ май вӑл: «Ача илсен ӑна хамӑрӑн хушамата парӑпӑр, ҫавӑнпа чирлӗ маррине илес килет», — тенӗ.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ӗҫлесе пӑхам-ха», — тенӗ те кайран хӑнӑхнӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫапла пулмасӑр, кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла тенӗ пек, ырӑ сӑмах илтиччен вара нумай тӑрӑшмалла, ӗҫре палӑрмалла.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Тӑван тӑваллах туртать», - тенӗ пек вӑл тӑван ялшӑн питӗ нумай тӑрӑшать, пур енлӗн пулӑшать.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Пуҫламӑшӗ пулсан - ӗҫ вӗҫне те туян», - тенӗ халӑхра.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

«Ачасене - уйрӑмах сусӑрсене, тӑлӑхсене - пулӑшу кӳни ыркӑмӑллӑхӑн чи ҫӳллӗ шайӗ. Ҫынсен чунран тухакан туйӑмӗ иксӗлменни савӑнтарать», - тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов хӑйӗн сӑмахӗнче.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Мӗн авалтан «Ырӑ туни ҫӗре ӳкмест», - тенӗ пирӗн несӗлсем.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

• Ҫак ҫерем кӑмпине вӑрманта пухмалла мар, ӑна кашни лавккара тенӗ пекех сутаҫҫӗ.

Help to translate

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Аслисем ҫак куна яланах сӑнанӑ: урамра автан сӑхмалӑх шыв пур-тӑк ҫав ҫул тыр-пул ӑнса пулать тенӗ.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Ҫӗршыври экономикӑн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче те регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫлесе пырать. Паян регион хӑйӗн строительство комплексне тивӗҫтерсе тата патшалӑх программисене пурнӑҫласа халӑх умӗнчи яваплӑха тӳрре кӑларать, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине кирлӗ шайра тытса тӑма май парать», – тенӗ федераци министрӗ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ тата ӗҫе юратакан халӑх пурӑннине тепӗр хут курса ӗнентӗм. Республикӑра ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем ҫук пулсан та кунта тӗрӗс ҫул-йӗр суйласа илнӗ: ҫынна, ҫамрӑксене инвестици хываҫҫӗ», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи Чӑваш Енре иртнӗ ӗҫлӗ ҫул ҫӳреве пӗтӗмлетнӗ май.

Help to translate

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӳкеҫри йӗлтӗр трасси ҫинче кашни канмалли кун тенӗ пек ӑмӑрту иртет.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Пӗтӗм усал-тӗсел, чир-чӗр ҫулӑмпа ҫунса кайтӑр», – тенӗ ваттисем.

Help to translate

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

2013 ҫулта тавлашса тенӗ пек пӗр-пӗрин патне ҫыру хыҫҫӑн ҫыру вӗҫтерме пуҫланӑ.

Help to translate

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Поселок тротуарӗсем пӑрлакланса ларни, урӑ пуҫлӑ, вӑй питтине те утма кансӗрри пирки ҫынсем кашни кӗтесре тенӗ пек тарӑхса калаҫаҫҫӗ пулӗ.

В каждом углу говорят с раздражением, что поселковые тротуары обледенели, трудно передвигаться даже трезвым, в расцвете лет людям.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Кӑҫал хӗл каҫипе тенӗ пекех ҫынсем район центрӗнчи урамсем пирки ҫырчӗҫ-шавларӗҫ.

Почти всю зиму жители писали, жаловались по поводу улиц районного центра.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Чӑваш Ен Правительствин ушкӑнӗ спорт енӗпе ҫав тери ӑста пулнине палӑртнӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх тенӗ.

Он подчеркнул, что команда Правительства Чувашии является сильным соперником и отметил, что является для других примером.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

«Паян юлташла ирттернӗ ӑмӑрту та хӑйне евӗр савӑк кӑмӑл парнелерӗ. Спорт пире пурсӑмӑра та пӗрлештерет. Эпир лайӑх пӗлетпӗр, регион Ертӳҫи спорта хисеплет, хӑй те кулленех ӑмӑртусене хутшӑнать», - тенӗ сӑмаха малалла вакланӑ май банк ертӳҫи.

«Сегодня мы с удовольствием принимаем участие в товарищеском матче. Спорт нас объединяет. Я знаю, что Глава Чувашии уважает спорт, часто принимает участие в спортивных мероприятия», - сказал председатель банка продолжая свое слово.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

«Хӑвӑр шухӑш-кӑмӑлӑра пире мар, хуҫисене пӗлтерӗр!» – тенӗ элӗксем.

Help to translate

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed