Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Тургенев писатель: вырӑс чӗлхи «хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ» — тенӗ.

Писатель Тургенев говорил, что русский язык «великий и могучий».

Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, кӗске мӑйӗ тавра аллипе ҫавӑрса илчӗ, чӗлхине кӑларса: «Ну, мӗн, вӗрен галстук кӗтсе илтӗн-и?» тенӗ пек пулчӗ.

Встав на цыпочки, он обвел рукой вокруг коротенькой шеи и высунул язык: «Что, дождался пенькового галстука?»

VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Отряда ҫитме тата ҫурри тенӗ пек юлсан, «Хӑюлли» сӑмсипе хумсен айнелле ӳпӗнме пуҫларӗ.

На полдороге к отряду «Смелый» стал зарываться в волну.

I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Хушӑран-хушӑран, «Хӑюллин» сӑмси айӗнчен тенӗ пекех, ҫуначӗсене хачӑ евӗр сарса, хӑраса ӳкнӗ топориксем сирпӗнсе тухаҫҫӗ.

Порой из-под самого носа «Смелого», работая крыльями, точно ножницами, вырывался испуганный топорок.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Пӗри ҫакланнӑ та ҫӗрӗпе шухӑшласа ларнӑ, вара… юрать, сывӑ пул, ура, тенӗ те урине кӑшласа татса тара панӑ… вӑл та самурай-и?

Одна попалась и всю ночь думала, а потом... ладно, до свидания, нога, отгрызла ногу и дала деру... она тоже самурай?

С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.

Хӑйсен ӗҫӗнче, халӑха улталас ӗҫре, «таса искусство» тенӗ сӗрӗм чатӑрӗ ӑшӗнче тӗрлӗ Андре Жидсемпе сутӑнчӑк Говард Фастсем те «ӑста».

В своем деле, в деле обмана народа, под навесом угара, называемом «священным искусством», находятся и «мастера» вроде Андре Жида и предателя Говарда Фаста.

С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.

— Инкек ку ҫыравҫӑсемпе, — тенӗ вӑл.

— Беда с этими писателями, — сказал он.

С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.

— Эсӗ яла кайса эрех илсе кил-ха, — тенӗ пӗри тепӗрне.

«Пойди, — сказал один брат другому, — купи сули (водки) в селе.

Виҫӗ тӑван // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 31–32 с.

Икӗ тӑванӗ вара: — Хамӑрӑн виҫҫӗмӗш тӑвана вӗлерер те унӑн пайне хамӑра илер, — тенӗ.

Тогда два брата сказали: «Убьем нашего третьего брата и возьмем его долю».

Виҫӗ тӑван // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 31–32 с.

— Унӑн мӑшӑрӗ мана эсӗ леш ҫынна парса янӑ ылтӑна пачӗ, — тенӗ старик.

— Дал ее муж то золото, которое ты передал прохожему.

Шыв урлӑ каҫаракан ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 27–30 с.

Вара тӗрме пуҫлӑхӗ судьяна: — Старикӗн те ури ҫакӑн пекех шыҫнӑччӗ, анчах темӗнпе унӑн вӑл иртсе кайрӗ, — тенӗ.

Тогда начальник тюрьмы доложил судье, что у старика отчего-то пропала такая же опухоль.

Шыв урлӑ каҫаракан ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 27–30 с.

— Ку ылтӑна эпӗ чавса кӑлартӑм, вӑл пӗтӗмпех манӑн, — тенӗ лешӗ.

— Это золото выкопал я, и оно мое, — сказал прохожий.

Шыв урлӑ каҫаракан ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 27–30 с.

— Тавтапуҫ сана, — тенӗ старик.

— Благодарю тебя, — сказал старик.

Шыв урлӑ каҫаракан ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 27–30 с.

— Ырӑ ҫын пул-ха, чавса пӑх ҫак вырӑна! — тенӗ ӑна старик.

— Будь добр, прохожий, покопай в этом месте.

Шыв урлӑ каҫаракан ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 27–30 с.

— Акӑ мӗн тӑватпӑр, — тенӗ арӑме упӑшкине: — кала эсӗ, эпӗ вӗҫен кайӑка куҫран пеме ҫеҫ тупа туса сӑмах патӑм, те.

— Вот что надо делать: скажи, что ты дал клятву стрелять только в глаза птиц или зверей.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

— Мӗн тӑвас халӗ ӗнтӗ манӑн? — тенӗ упӑшки арӑмне.

— Что ж я теперь буду делать? — сказал муж жене.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

— Мӗн эсир! — тенӗ вӗсене ашшӗ.

— Что вы? — говорил им отец.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

Ҫак уява «дишандари» тенӗ.

И называются «дишандари».

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

Вара арӑмӗ ӑна ҫапла тума сӗннӗ: эсӗ ҫилӗм илсе пӗҫер те, ӑна ху ҫине сӗрсе тултарса, ҫӗрле пӳрт тӑррине хӑпарса лар, тенӗ.

Тогда жена посоветовала ему поступить так: купить клею, сварить его и, вымазавшись им, залезть ночью на крышу.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

— Ман шутӑмпа, ҫапла тусан питӗ лайӑх пулать, — тенӗ вӑл: — эсир хӑвӑрӑн ҫурт тӑрринчи ӳххе вӗлернӗ тесе шутлӑр.

— Я думаю, — сказал он, — самое лучшее так устроить. Считайте вашего филина убитым.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed