Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арҫын лутӑркаланнӑ тӗксӗм шӑлаварӗн вӗче кӗсйинчен лӳчӗркенсе пӗтнӗ пӗр ывӑҫ хут укҫа кӑларчӗ те, 5 тенкӗлӗххине уйӑрса, Ула Тимӗре тыттарчӗ, вара сехете васкамасӑр хӑйӗн сулахай аллине ҫыхрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эсӗ виҫӗ тенкӗлӗххине те тупаймастӑн.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
— Ҫук ӗнтӗ, пире пӗр тенкӗлӗххине — уйӑх ҫине.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Юлашкинчен вунӑ тенкӗлӗххине кӑларчӗ, аллине укҫа тӗрки тытнӑ пекех, хӑлаҫланма тытӑнчӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Унтан ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗххине кӑларчӗ те каллех хӑраса ӳкрӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Яковлев гимнастеркин кӑкӑрӗ ҫинчи сулахай кӗсйинчен ҫырса пымалли пӗчӗкҫеҫҫӗ кӗнеке кӑларчӗ, унтан ҫурмаран хуҫлатса хунӑ хут укҫисенчен пӗр тенкӗлӗххине уйӑрса илчӗ те сӗтел ҫине хурса тирпейлӗн якатрӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
- 1