Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Ҫак вӗресе тӑракан хуранта икӗ ҫул хушшинчех темӗн чухлӗ тӑшман тупӑнчӗ.

Help to translate

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ питӗ ӳнер ҫын-ҫке, Ятламас, темӗн тума та пӗлетӗн! — пӗр япала хыҫҫӑн тепӗрне тыта-тыта пӑхрӗ Ахтупай.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тин ҫеҫ лутра кӑна ачаччӗ, пӗлтӗрччӗ пулас, вӑрмантан темӗн чул кайӑк йӑтса таврӑннине куртӑм.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Телее, ама ҫури амӑшӗ килте ҫукчӗ, виҫӗ пӗртӑван вара пӗрре макӑрса, тепре пӗр-пӗрне савӑнӑҫлӑн ыталаса темӗн ҫинчен те калаҫма ӗлкӗрчӗҫ.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку шанчӑка унӑн амӑшӗпе Сахвине карчӑк та сӳнме памарӗҫ, вӗсем ӑна ялан эс сӑнран самайланса пыма пуҫларӑн тесе ӗнентерме пӑхрӗҫ, ун ячӗпе киремет картине темӗн чухлӗ кучченеҫ йӑтрӗҫ.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Таврари ҫармӑс ялӗсенчен темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме пуҫтартӑмӑр, ак иксӗмӗр тирпейлетпӗр, нумай юлмарӗ…

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав унта та кунта темӗн чухлӗ хӗҫ ҫакӑнса тӑрать — Али хан хӗҫҫи, Халиль хӗҫҫи, Ибрагим хӗҫҫи, Латиф хӗҫҫи.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах сунара ҫӳренин телейӗ иккӗллӗ-ҫке: ӗҫ ӑннӑ чухне арҫынсем хӗл каҫиччен темӗн чухлӗ тир хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫ ӑнман чухне упа ытамне е выҫӑ кашкӑр ҫӑварне кӗрсе ӳкеҫҫӗ.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кил хуҫи мӑрсана куҫ хыҫӗнче темӗн те пӗр каласа вӑрҫрӗ, ун пирки Хусана кайса каласа кӑтартассипе хӑратрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй арӑмне пӗр чӳлмек шӑратнӑ ҫу хатӗрлеме хушрӗ.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темӗн, ӗҫрен пушанаймастӑп пуль…

Help to translate

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Паян пӑхкаларӑм та, ку таврара пулла ҫӳреме майлӑ вырӑн темӗн чухлех пек туйӑнчӗ, — хӑй пушатнӑ йывӑҫ тирӗке ҫума тытӑнчӗ Иливан.

Help to translate

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет чи малтан кил хуҫине, ӑна темӗн чухлӗ тарӑхтарнӑ Иштереке, тустарса илме шутларӗ.

Help to translate

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черет мана ҫитсен пиччесене лашапа епле маттур ҫӳреме пултарнине кӑтартасшӑн пултӑм, ҫавӑнпа Воронока мӗн пур вӑйран хӑвалама пуҫларӑм, анчах вӑл вите патӗнчен каясшӑн пулмарӗ, эп ӑна темӗн чул ҫаптарсан та сиккипе чуптараймарӑм, вӑл утса пынӑ чухнех каялла ҫаврӑнма хӑтланчӗ.

Когда пришёл мой черёд, я хотел удивить братьев и показать им, как я хорошо езжу, — стал погонять Воронка изо всех сил, но Воронок не хотел идти от конюшни. И сколько я ни колотил его, он не хотел скакать, а шёл шагом и то всё заворачивал назад.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

— Анчах темӗн чул ҫине тӑрса та, вӑл сире вырӑнтан кӑларайман.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа темӗн чухлӗ ӗнентерме тӑрӑшнӑ пулсан та, ӑна следователь ӗненмен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун каҫа темӗн чухлӗ тавар вакунӗсен составӗсем Самар еннелле ирте-ирте кайрӗҫ, анчах симӗс вакуна никам та хӑйсен ҫумне кӑкарасшӑн пулмарӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темӗн, — сӑмах хушрӗ Эльгеев, кӑмакари кӗле пӑтраткаласа.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темӗн чул хыпалансан та, иртерех ҫитеймерӗмӗр.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах… — темӗн каласшӑнччӗ Эльгеев.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑт, салтак ачи те эсӗ ӑна! — Павлушӑн темӗн капланса килчӗ кӑкӑрӗнче.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed