Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маншӑн питех те йывӑр самант ҫитрӗ, эпӗ хам ҫӑлӑнасса шанмасӑр виличченех ҫапӑҫма шутларӑм, анчах вӗсем сасартӑк темскертен сехӗрленсе ӳкнине асӑрхарӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Старик — хӗрес хурас шутпа пулас — йӗп тытнӑ аллине ҫӗклерӗ, анчах аллипе сулса кӑна илчӗ те, ҫиппине темскертен ҫаклатса, хуллен кӑна намӑс сӑмахпа ятлаҫса хучӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Фоман юлас та килнӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл темскертен шикленнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лафрений лаши темскертен хӑранипе сасартӑк чӗвен тӑчӗ те, ик-виҫ хутчен сиксе, ҫул хӗрринчи канава кӗрсе ӳкрӗ.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Жихарев хӑй сӑнне-питне апла та капла улӑштарса, ҫав чултан тунӑ пек туйӑнакан хӗрарӑм тавра ҫавӑрӑнса ҫӳрет, — пӗр ҫын мар, вунӑ ҫын, пурте ӑраснаскерсем, ташланӑ пек туйӑнать: пӗри — йӑваш, парӑнаканскер; тепри — ҫиленчӗк, хӑратаканскер; виҫҫӗмӗшӗ — хӑй темскертен хӑрать те хуллен кӑна ахлатса, кӑмӑла кайман пысӑк хӗрарӑмран ҫын сисмелле мар тарасшӑн пек туйӑнать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Партизансем юрла-юрла темскертен кулакан нимӗҫсем иртсе кайиччен тӑхтарӗҫ.Партизаны подождали, пока прошли немцы, которые пели и над чем-то смеялись.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Тен, упа ҫывӑрать унта, — пӑшӑлтатса илчӗ Эттай, темскертен хӑранӑн ун-кун пӑхкаласа илсе.— А может, там медведь спит, — опасливо осмотревшись вокруг, зашептал Эттай.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Монтанелли куҫӗсем темскертен шикленнӗ тата хӑранӑ пек пулчӗҫ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кирек ӑҫтан та — анкартинчен-и, аслӑк айӗнчен-и — хӑй ӑҫта пулнӑ ҫавӑнтан — Кавӗрле мучи ҫӗнӗ ывӑлӗ ҫине темскертен хӑранӑ пек пӑлханчӑклӑ куҫпа пӑхрӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Васкаса ҫулнипе хӑш-пӗрисен кӗреплисем темскертен ҫакланса час-часах вана-вана каяҫҫӗ.У некоторых торопливых косцов они цепляются за кочки и ломаются слишком часто.
Пӗрле ӗҫлесен // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 15–16 с.
Вӑл мана калать, Вася, — вӑл хӑй ӑшӗнчи темскертен пирвайхи хут хӑтӑлчӗ те упӑшки ҫине уҫӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ, — вӑл мана ҫапла калать:
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унпа пӗрле ҫынсем те кӗлтунӑ, темӗнле юрӑ юрланӑ, ҫав юрӑ вара карап татах темскертен асӑрхаттарса кӑшкӑртнӑ хурлӑхлӑ сасӑпа хутшӑнса кайнӑ, чатӑр пек тӗтре те сас панӑ, анчах унти сасӑ татах та хурлӑхлӑрах, мӗскӗнтереххӗн илтӗннӗ…
IV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Эпӗ унӑн кӑкӑрӗ ҫинче орден куртӑм! — темскертен хӑранӑ пек сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Филька.Филька вдруг крикнул с испугом: — я видел на груди его орден.
XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Апла пулсан, эсир пирӗнпе ларса пыма пултаратӑр, — темскертен вӑтанса, анчах каллех хӑй ӑшӗнче савӑнса, сӗнчӗ Васенӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов, темскертен вӑтаннӑ пек, куҫӗсене ҫӗклемесӗр итлесе ларчӗ, шанчӑка ҫухатнӑн тата ӗшеннӗн туйрӗ вӑл хӑйне.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапла вӗҫкелесе ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл темле майпа-ҫке, ӑнсӑртран ӗнтӗ, кӑмакара чух, хӑй ҫумӗнчи сумкине (вӑрланӑ уйӑхне вӑл ҫавӑнта пытарнӑччӗ) темскертен ҫаклатрӗ те, сумка ани уҫӑлса кайрӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Никам пырса тӗкӗнмен вырӑнта ӳсекен ҫӗмӗртсемпе черешньӑсем, темскертен хӑранӑ пек, тымаррисене сивӗ ҫӑлкуҫне чӑмтарнӑ.Девственные чащи черемух и черешен пугливо протянули свои корни в ключевой холод
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл пит-куҫне шур ҫырли аврисем ӑшнелле чиксе, ҫӗр ҫинче ӳппӗн выртать, хӑй вилсе каяс умӗн темскертен тытса илме хӑтланнӑ пек, хуҫлатнӑ аллисене малалла тӑсса выртать.Он лежал на земле грудью, уткнув лицо в брусничник, выкинув вперед согнутые в локтях руки.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Темскертен хӑраса, вӑл вӗлт ҫеҫ таҫталла кӗрсе ҫухалчӗ, анчах тепӗр секундран Лозневой каллех унӑн пӗчӗкҫеҫ ҫутӑ куҫӗсене курчӗ: юнашарах унӑн шӑтӑкӗ пулнӑ-мӗн.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сасартӑк Челкаш темскертен аллисемпе уртӑнчӗ те, сывлӑшалла ҫӗкленсе, хӳме ҫинче ҫухалчӗ.И вдруг, уцепившись за что-то руками, Челкаш поднялся на воздух и исчез на стене.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
- 1