Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташларӗҫ (тĕпĕ: ташла) more information about the word form can be found here.
Залра ларакансем фольклор ушкӑнӗн кашни номерне ӑшшӑн алӑ ҫупса кӗтсе илсе ӑсатрӗҫ, пӗрле юрларӗҫ тата ташларӗҫ.

Help to translate

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Виталий Адюков хут купӑсне тӑсса ярсассӑнах залра ларакансем пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ячӗҫ, такмакӗ- сене пӗрле юрласа ташларӗҫ, чуна пырса тивекен юррисене пӗрле хурланса итлерӗҫ.

Help to translate

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Тулти пӳрте тухса, хӗрсем ташша ячӗҫ, такмакласа ташларӗҫ:

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Именсе пӗлӗт аркипе хупланнӑ уйӑх та, куҫ мӑчлаттаракан ҫӑлтӑрсем те ҫав хумсем ҫинче чӳхенсе ташларӗҫ, симӗс чӑрӑшсем лапсӑркка тураттисемпе алӑ ҫупрӗҫ.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Туристсем артистсемпе пӗрле вӑйӑ картине тӑрса ташларӗҫ, унтан Вероника Иванова тӗрӗ ӑсти хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ, асӑнмалӑх парнесем туянчӗҫ.

Help to translate

Мӑкӑр кӗперӗпе Китайран килнӗ туристсем паллашнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%bca%d0 ... bc-%d0%bf/

Ҫапла чылайччен ташларӗҫ, юрларӗҫ хӗрсем.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсем ҫыру пултарулӑхӗпе кӑна уйрӑлса тӑмаҫҫӗ, илемлӗ юрларӗҫ, ташларӗҫ тата сӑвӑсем вуларӗҫ.

Help to translate

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Кунта Пенза тата Саратов тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑна-артистсемпе вырӑнти талантсем пӗрле уяв концерчӗ йӗркелерӗҫ, ташӑ картине тӑрса ташларӗҫ.

Help to translate

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене асра тытса, чӑвашла юрласа ташларӗҫ.

Help to translate

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d3%91%d1%8 ... %80%d3%97/

Кил хушшинчи тулли лупашкасем ҫинче пӗчӗк тумламсем шапа пуҫӗнчи ҫурхах пек хӑмпӑсем сиктере-сиктере кӑларса ташларӗҫ.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗрле тухса юрларӗҫ те, ташларӗҫ те.

Help to translate

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Карталанса ташларӗҫ, канат туртрӗҫ, минтерсемпе ҫапӑҫрӗҫ, михӗ тӑхӑнса сиксе ӑмӑртрӗҫ.

Водили хороводы, перетягивали канат, бились подушками, соревновались в прыжках в мешках.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Юрларӗҫ, ташларӗҫ тата сӑвӑ каларӗҫ.

Help to translate

Ҫемьере ӳсмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61039

Ҫамрӑксем, аттестатсене илсен, ташларӗҫ, юрларӗҫ, сӑмахсем тухса каларӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Нумайччен ташларӗҫ хӗрсемпе каччӑсем пӳлӗмре, пӳлӗмри сывлӑш пӑчӑ пек туйӑна пуҫласан, Сима уҫӑ ҫӗре, килкартине тухрӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Темиҫе ҫаврӑм ҫаврӑнсан, Хӗл Мучипе Юрпике каллех юнашар ташларӗҫ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нумайччен ташларӗҫ ҫамрӑксем, нумайччен савӑнчӗҫ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ Баймашкин Нагасовӑпа ташласса кӗтсеттӗм, анчах вӑл те ӗлкӗреймерӗ, те хӑяймарӗ — Альӑна Акчуров чӗнсе кӑларчӗ те, вӗсем пӗрмай иккӗшӗ ташларӗҫ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тата нумайччен ташларӗҫ, юрларӗҫ ҫамрӑксем.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Артистсемпе пӗрле пурте юрларӗҫ, ташларӗҫ, чӗререн савӑнчӗҫ.

Help to translate

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed