Шырав
Шырав ĕçĕ:
тасат the word is in our database.
14. Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫна пӑрах, аллуна тӳрлет, чӗрӳне пур ҫылӑхунтан та тасат.10. Оставь греховную жизнь и исправь руки твои, и от всякого греха очисти сердце.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кӗмӗле хутӑшран тасат та — кӗмӗл ӑстин савӑт пулса тухӗ; 5. усал ҫынна патша ҫумӗнчен уйӑр та — патша пуканӗ тӳрӗлӗхпе ҫирӗпленӗ.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре илсе пыр та вӗсене шывпа ҫуса тасат.4. Аарона же и сынов его приведи ко входу в скинию собрания и омой их водою.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.