Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑншӑн пурнӑҫ сирӗнпе хаяррӑн саплашӗ, ӗненӗр: тӑвӑл ахӑрса тухӗ, вара вӑл сире ҫак ҫӗр ҫинчен, ҫиллӗ ҫумӑр йывӑҫ ҫинчи тусана мӗнле шӑлать, мӗнле ҫуса тасатать, ҫавӑн пек тасатӗ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шап-шур шӑмма ҫумӑр ҫуса тасатӗ Ҫӗр-анне васкамасӑр хуплӗ хӑй айне, Ҫапла юшсем вилнӗ, вилнӗ хӑюллӑн.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Сирӗн куҫҫулӗр ку пылчӑка ҫуса тасатӗ, — терӗм ытарлӑ сӗмпеле.— Ваши слезы смоют эту грязь, — промолвил я с значительным выраженьем.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
Ӑна-кӑна пайтах астивсе курнӑ сотня хвершӑлӗ пуля е снаряд ванчӑкӗ шӑтарса кӗнӗ вырӑна ҫуса тасатӗ, кула-кула, пӗчӗк ачана йӑпатнӑ пек: «Мяукӑн та пи-пи пултӑр, чакакӑн та ап-ап пултӑр, Ванюкӑн ҫеҫ сывалтӑр», — тесе йӑпатӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗҫех ҫурхи хӗвел ҫӗр питне юртан тасатӗ те уй-хирте ӗҫҫи шавӗ кӗрлеме тытӑнӗ.Вскоре весеннее солнце очистит землю от снега и поля зашумят весенними работами.
Ҫур аки ҫывхарать, хире тухма хатӗр-и? // Антонина Тямина. http://kanashen.ru/2020/02/07/c%d1%83%d1 ... 80-%d0%b8/
Ҫавӑнпа Унӑн Юнӗ пирӗн чун-чӗрене вилӗм патне илсе каякан ӗҫсенчен тасатӗ, эпир вара чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе тӑракансем пулӑпӑр.очистит совесть нашу от мертвых дел, для служения Богу живому и истинному!
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫылӑхӑмӑрсене йышӑнса каласа кӑтартатпӑр пулсассӑн, Вӑл Хӑй тӗрӗс те тӳрӗ пулнӑран пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарӗ, пире кирек мӗнле тӗрӗсмарлӑхран та тасатӗ.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те туллине Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те Хӑйӗн туллине кӗлете пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут-ҫулӑм пек, тасатакан сӗлтӗ пек, 3. Вӑл кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Ҫӳлхуҫана тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пӗлмен пирки кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑх парни пама пӗр ҫулхи качака кӳтӗр; 28. Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑнӑшпа ҫылӑх тунӑ чуна священник тасатӗ, вӑл вара тасалӗ, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 29. кам та кам йӑнӑшпа мӗн те пулин тусассӑн, ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ Израиль ҫыннишӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та сирӗн пӗр саккун пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кам та пулин ун умӗнче сасартӑк, ӑнсӑртран, вилсе кайсассӑн, ҫавна пула вӑл хӑйӗн назорей ятне илнӗ пуҫне ирсӗрлетсессӗн, унӑн вара хӑйне тасатмалли кун ҫӳҫне кастармалла, ӑна ҫиччӗмӗш кунне кастармалла, 10. саккӑрмӗш кунне унӑн священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илсе пымалла; 11. священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫылӑх парни кӳрӗ, теприне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, ҫапла ӑна вилнӗ ҫын ӳчӗпе ирсӗрленнинчен тасатӗ, ҫав кун унӑн пуҫне тасалӑх тивлечӗ парӗ; 12. хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнассине унӑн вара ҫӗнӗрен пуҫламалла, ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн пӗр ҫулхи путек памалла; ӗнтӗ унччен назорей пулса пурӑнни ирсӗрленнӗрен унӑн ӗлӗкхи кунӗсем пӑрахӑҫланчӗҫ.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кам та пулин хӗрарӑмпа ҫывӑрсассӑн, хӗрарӑмӗ качча кайма ҫураҫса хунӑ хӑрхӑм пулсассӑн, анчах та ӑна ирӗке кӑларма уншӑн тӳлесе ӗлкӗреймен е ирӗке кӑларма ӗлкӗреймен пулсассӑн, вӗсене хаса памалла, анчах вӗлермелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл ирӗкри хӗрарӑм мар; 21. арҫынӗ пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне Ҫӳлхуҫана кӳме ӳкӗнӗҫ парни — хӑйӗн ӳкӗнӗҫ парнийӗ валли така — илсе пытӑр; 22. священник ӑна хӑй тунӑ ҫылӑхӗнчен Ҫӳлхуҫа умӗнче ӳкӗнӗҫ такипе тасатӗ, вара ӑна ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тасатас йӗркене ҫу сӗрсе суйласа лартнӑ священник тумалла; ӑна хӑйӗн ашшӗ вырӑнне священник ӗҫне туса тӑма суйланӑ, вӑл йӗтӗн тумтир, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир, тӑхӑнӗ те 33. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме тата пуху чатӑрне тасатӗ, парне вырӑнне тасатӗ, священниксене, мӗнпур халӑха тасатӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аарон пуху чатӑрне кӗрӗ те сӑваплӑ вырӑна кӗнӗ чухне тӑхӑннӑ йӗтӗн тумтирӗсене хывса вӗсене ҫавӑнта хӑварӗ, 24. ӳтне сӑваплӑ ҫӗрте шывпа ҫӑвӗ те хӑйӗн тумтирӗсене тӑхӑнӗ, унтан тухӗ те хӑйшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ тата халӑхшӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, хӑйне те, [хӑйӗн килне те,] халӑха та, [священниксене те] тасатӗ; 25. ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ умне тухӗ те ӑна тасатӗ, пӑру юнӗпе качака таки юнне илсе парне вырӑнӗн мӑйракисене пур енчен те сӗрсе тухӗ; 19. парне вырӑнӗ ҫине пӳрнипе ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, ӑна тасатӗ, Израиль ывӑлӗсен тасамарлӑхӗнчен тасатса тасалӑх тивлечӗ кӳрӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хӑйне, хӑйӗн килне тата пӗтӗм Израиль халӑхне ҫапла тасатӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӑхшӑн ҫылӑх парни кӳме качака таки пусӗ, юнне чаршав хыҫне илсе кӗрӗ те, пӑру юнӗпе мӗн тунӑ, унӑн юнӗпе те ҫавнах тӑвӗ: арча хупӑлчийӗ ҫине тата хупӑлча умне сирпӗтӗ, — 16. Израиль ывӑлӗсен тасамарлӑхӗнчен, вӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсенчен, вӗсен мӗнпур ҫылӑхӗнчен сӑваплӑ вырӑна ҫапла тасатӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аарон хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пырӗ, хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ, пӑрӑвне хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пусса пӑрахӗ; 12. Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ ҫинчен ҫунса тӑракан кӑвара тӗтӗркӗч туллиех илӗ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, вакӑ тӗпретнӗскере, ывӑҫ тулли илӗ те чаршав хыҫне илсе кӗрӗ; 13. хӑйӗн вилмелле ан пултӑр тесе, тӗтӗрмеллине Ҫӳлхуҫа умне вут-ҫулӑм ҫине хурӗ, тӗтӗрнӗ тӗтӗм саккун арчи ҫинчи хупӑлчана пӗлӗт пек хупӑрласа илӗ; 14. унтан Аарон пӑру юнне илӗ те хупӑлча ҫине мал енчен тата хупӑлча умне пӳрнипе сирпӗтӗ, ҫичӗ хутчен пӳрнипе юн сирпӗтӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2