Шырав
Шырав ĕçĕ:
Костюма та хутран-ситрен тасатмалла.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Рецепчӗ: пӗчӗкрех сухана хуппинчен тасатмалла, вӗтӗ вакламалла, ҫур литр шурӑ эрехе ямалла, тӗттӗм вырӑнта 7 кун лартмалла, сӑрӑхтармалла.
Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.
Куншӑн вара калчасене тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑмалла, ҫум курӑкран та тасатмалла, сиенлӗ хурт-кӑпшанка, чир-чӗре хирӗҫ кӗрешмелле.
Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17
Вӗсем хыҫҫӑн камӑн тасатмалла?
Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html
Ҫуркуннепе йывӑҫ вуллисене пралук щеткӑпа хырса мӑкран, лишайниксенчен, хӑрӑк хупӑсенчен тасатмалла.
Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Унпа мӗнле кӗрешмелле, ҫӗрулми анине епле тасатмалла?
Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Ҫӑпан тухсан ӑна хӑвӑртрах «ҫитӗнсе ҫитме» пулӑшмалла (кунне темиҫе хут ӑшӑ, типӗ компресс тумалла) та пӳртен тасатмалла.
Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Сухана тасатмалла, ҫурмалла урлӑ касмалла.
Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Сухана тасатмалла, ҫурмалла урлӑ касмалла.
Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Тымарне тӑпраран лайӑх тасатмалла, сивӗ шывра ҫумалла, хулӑн ҫип ҫине тирсе вӗрекен шыва ямалла, 5-10 минут вӗретмелле.
Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Ҫӳп-ҫап купине тасатассишӗн кам яваплӑ-ши тата? Ҫавӑнта пурӑнакансем е ял поселенийӗ, е ача сачӗн сотрудникӗсен ҫав киревсӗре тухса тасатмалла?
Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Ӗне сумалла, сӗт памалла, выльӑх каяшӗсене тасатмалла.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
26. Парне вырӑнне вӗсен ҫичӗ кун хушши тасатмалла, тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, хӑйсен аллине ҫапла тултармалла.26. Семь дней они должны очищать жертвенник и освящать его и наполнять руки свои.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗрле юхса тухнине пула кам та пулин тасамарланчӗ пулсассӑн, унӑн тапӑртан тухмалла та каялла кӗмелле мар, 11. каҫ пулсассӑн унӑн [хӑйӗн ӳт-тирне] шывпа ҫуса тасатмалла, вара, хӗвел анса ларсассӑн, вӑл тапӑра кӗме пултарать.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Виле ашне ҫиекен е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ аша ҫиекен кирек кам та — ҫав ҫӗрти ҫын пулсан та, ютран килнӗ ҫын пулсан та — хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ, кайран таса пулӗ; 16. [хӑйӗн тумтирне] ҫуса тасатмасассӑн, ӳтне ҫумасассӑн, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫине илӗ, тенӗ.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: Израиль ывӑлӗсене мӗнпур ҫылӑхӗсенчен ҫулталӑкра пӗрре тасатмалла, тенӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сӑваплӑ вырӑна ҫылӑхшӑн кӳнӗ пӑрупа ҫылӑхшӑн кӳнӗ качака такин юнӗпе тасатнӑ хыҫҫӑн вӗсен тирӗсене, вӗсен ашне, вӗсен тасамарлӑхне тапӑр тулашне илсе тухчӑр та вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яччӑр; 28. вӗсене ҫунтарса яракан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тапӑра кӗме пултарать.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кӑларса ямалли качака такине леҫнӗ ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, вӑл вара тапӑра кӗме пултарать.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӗрарӑмӑн тасалмалли вӑхӑтра ҫеҫ мар, ахаль чухнех чылай кун хушши юн юхать пулсассӑн е тата тасалмалли вӑхӑтӗнче юн юхни вӑраха кайсассӑн, вӑл ахаль кунсенче юн кайнӑ чухне те, тасалмалли вӑхӑтӗнче юн кайнӑ чухне те таса мар; 26. вӑл ахаль кунсенче юн юхнӑ чухне выртакан кирек мӗнле вырӑн та, тасалмалли вӑхӑтӗнче выртнӑ вырӑн пекех, таса мар пулӗ; кирек мӗнле япала та, ун ҫине вӑл ларас пулсассӑн, тасалмалли вӑхӑтӗнчи пек таса мар пулӗ; 27. вӗсене сӗртӗнекен кирек кам та таса мар пулӗ: ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӗрарӑмӑн юн кайнӑ кунӗсем пулсассӑн, унӑн хӑй тасалса ҫитиччен ҫичӗ кун килте лармалла, ун ҫумне сӗртӗнсессӗн кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; 20. хӑй тасалнӑ вӑхӑтра вӑл мӗн ҫине выртӗ, ҫавӑ пӗтӗмпех таса мар; мӗн ҫине ларӗ, ҫавӑ та пӗтӗмпех таса мар; 21. вӑл выртакан вырӑна сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 22. вӑл ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 23. кам та пулин унӑн вырӑнӗ ҫинчи е вӑл ларнӑ ҫӗрти пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, каҫченех таса мар пулӗ; 24. упӑшки унпа выртса ҫывӑрас пулсассӑн, арӑмӗн тасамарлӑхӗ упӑшки ҫинче пулӗ; вӑл ҫичӗ кун таса мар пулӗ, вӑл выртакан кирек мӗнле вырӑн та таса мар пулӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.