Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тар the word is in our database.
тар (тĕпĕ: тар) more information about the word form can be found here.
«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫичӗ хут тар кӑларчӗ вӗт!

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӗрӳ тапхӑрта ирхине 5 сехет валли ӗҫе килни те, каҫхине 9-10 сехетченех тар тӑкни те нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармасть ҫамрӑка, апла тӑк хӑйӗн ӗҫне каччӑ чунтанах килӗштерет, ҫавӑнпах тивӗҫне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.

Help to translate

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ырми-канми, тар тӑкса ӗҫленӗ асатте-асанне, кукамай-кукаҫи сӑнарӗсене ялти вулавӑшра /ертӳҫи С.Агеева/ курма пулать.

Help to translate

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑл кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ӳт-пӳ температури 39-40 градуса ҫити хӑпарать, мышцӑсем, куҫсем ыратаҫҫӗ, тар вӑйлӑ тухать, вӑй-хал чакать, пуҫ ыратать.

Help to translate

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Салтак пӑтти ас тивме васкаманскер килте вӑхӑта ахаль ирттермен: Мускав облаҫӗнче тар тӑкнӑ.

Help to translate

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

Кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ, тӑрӑшулӑх кирлӗ, сахал мар тар тӑкмалла.

Help to translate

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Питӗнчен юн тарнӑ тейӗн унӑнне, шурнӑ пит ҫӑмартисем канӑҫсӑр турткаланчӗҫ, тап-таса ҫамкине тар тумламӗсем тапса тухрӗҫ.

Ни кровинки не было в ее лице; ее бледные щеки подергивались, с чистого, ясного лба скатилось несколько крупных капель пота.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Игумен патне пынӑ чух ӑна ик-виҫӗ утӑм ярса пусасси те хӗнлӗ терт кӳрет, ҫавӑнпа та унӑн пит-куҫне тар тапса тухать.

Те несколько шагов, которые он сделал, чтобы подойти к игумену, вызвали обильный пот на его лице.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара хӑй те пуҫне усрӗ, икӗ ӗмкӗч хушшинчи тарӑн путӑкра тар пӗрчи пуррине курса, ӑна аллипе шӑлса пӑрахрӗ.

Он поспешно опустил голову, но, поглядев на свою грудь, увидел только каплю пота в глубокой ложбине между сосками и тотчас же стер ее рукой.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те вара кӑвак йӗмрен ҫӳлелле тем сарлакӑш ҫара ҫурӑма курах кайрӗ, ҫав ҫурӑм тӑрӑх шӑпӑртатса тар юхать.

Когда он поднял голову, то это оказалась голая широченная спина, торчавшая из голубых штанов, по спине ручьями струился пот.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

— Сан пит-ҫӑмарти ҫинче куҫҫуль, сан ҫамку ҫине сивӗ тар тапса тухнӑ.

— У тебя на щеках слезы, у тебя холодный пот на лбу.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫлекен ҫынсен аялти кӗписенчен пуринчен те духи те тутлӑ шӑршлӑ супӑнь шӑрши мар, тӑвар та тар шӑрши кӗрет.

У всех, кто работает, нижние рубахи солью и потом пахнут, а не духами и не пахучим мылом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ.

У нее мгновенно пересохли губы, на узком белом лбу росинками выступила испарина, и даже походка вдруг стала какой-то осторожной и неуверенной.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пичӗ тӑрӑх шултра тар пӗрчисем куса-куса анаҫҫӗ.

Со лба у него скатывались крупные капли пота.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Тар тапса тухрӗ.

Меня даже в нот бросило.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ытах та ку ӗҫе политика енчен шухӑшласа тумасан, кунта вара, факт, ҫапла… ҫапла пулса тухать: «Кам хӑтӑлма пултарать, хӑтӑл!», «Колхозран тухса тар!» — текен сигнал панӑ пек пулать.

Если это не политически сделать, то тут, факт, получится… получится, что это — вроде сигнала: «Спасайся кто может!», «Бежи из колхоза!»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed